700 ытла çемье социаллă ипотека программипе хваттерлӗ пулӗ
2024 çул вӗçлениччен Хусанта тата Çырчаллинче пурăнакан 700 ытла çемье социаллă ипотека программипе тăвакан çуртсенче хваттерсем илӗ, тесе пӗлтерет ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗн пресс-служби.
Асăннă программăпа бюджет сферинче, социаллă ипотека программине пурнăçлама инвестици хывакан предприятисенче ӗçлекенсем, гранта тивӗçнӗ медицина ӗçченӗсем, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесем, тăлăх ачасем хăйсен пурăнмалли условийӗсене лайăхлатӗç.
Хусанти «Салават купере» пурăнмалли районти «Мэхэббэт» комплексра пилӗк çӗнӗ çурт тунă, унта пурӗ 564 хваттер. Вӗсенче сантехникăна та, электроплитасене те, шыв тата электроэнерги счетчикӗсене те, пушар сигнализацийӗн датчикӗсене те – мӗн кирлине пӗтӗмпех вырнаçтарнă. Пурӗ ку комплексра нумай хваттерлӗ 14 çурт хăпартма планланă, унта 2008 хваттер пулӗ. Хальхи вăхăтра тума пуçланă 9 объектăн хатӗрлӗхӗ 5 процентран пуçласа 29 процент таран.
Çырчаллинче вара Патшалăх çурт-йӗр фончӗ 69-мӗш микрорайонта тӳрех 4 нумай хваттерлӗ çурт тума пуçланă. Вӗсенчен кашни 170 хваттерлӗ. Ку çуртсене 2024 çулăн иккӗмӗш çур çулӗнче хута ярасшăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев