Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ăçта футбол – унта чăваш ялавӗ!

Хусанта пурăнакан Тăвай ( Чăваш Ен) каччин лайăх йăли пур – ăçта та Чăваш Ен ялавне пӗрле илесси. Сăмах май, Сергей чемпионат уçăлнă кунхине Хусанти фан-зонăна та чăваш ялавӗпех килнӗччӗ...

Футболпа тӗнче чемпионачӗ Раççейре иртмен пулсан, çӗршыври нумай çын хăйӗнче чăн-чăн болельщик вăранассине пӗлмесӗрех юлатчӗ пуль. Хусанта пурăнакан Тăвай каччи Сергей Кузьмин та акă, чемпионат пуçланнăранпа килте лармасть. Пысăк стажлă болельщик («Спартак» командăн фаначӗ) майпа туллин усă курса юлма тăрăшать. Хусансăр пуçне, Саранск, Самар, Екатеринбург,  Дон-çи- Ростов, Сочи хулисенче иртекен матчсен билетне вăл темиçе уйăх каяллах туянса хунă. Чемпионат пуçланнăранпа Хусан, Самара, Саранск, Екатеринбург хулисенче матчсене курма та ӗлкӗрнӗ. Чăваш каччин лайăх йăли те пур – ăçта та Чăваш Ен ялавне пӗрле илесси. Сăмах май, Сергей чемпионат уçăлнă кунхине Хусанти фан-зонăна та чăваш ялавӗпех килнӗччӗ, çавăн чух пуçласа паллашрӗç те Хусанти чăваш çамрăкӗсем унпа.

–  Футбола тахçанах юрататăп эпӗ, пуринчен ытла «Спартак» командăшăн çунатăп.  Чемпионатра вара Раççей сборнăйӗшӗн тата Португали командишӗн. Матчсене, биатлон ăмăртăвӗсене пӗр çул кăна çӳреместӗп. Чăваш ялавӗ яланах хампа пӗрле Хальхи пек  вăйлă эмоцисене вара пӗрремӗш хут туятăп.  Мӗнле кăна çӗршыв çыннине курмастăн кунта, – тет вăл кун пирки мăнаçлăн.

Ытти çӗршывсен ялавӗсемпе пӗрлех чăваш ялавне курсан, паллах, чунра савăнăç çуралать чăвашсен.

– Чăваш ялавне курса кашни хулара ман пата 2-3-шер чăваш пырать. Чăвашсем кашни хуларах пурăнаççӗ вӗт. Ялавпа питӗ нумайăн интересленеççӗ. «Мӗнле ялав ку?» –  тесе ыйтаççӗ. Вырăссем мана ют çӗршыв турисчӗ пек те йышăнаççӗ,– пӗлтерет каччă.

Сергей Кузьмин сăмахӗсем тăрăх,  матчсене ялава  çăмăллăнах илсе кӗме те пулмасть иккен-ха.  Çук çӗршывăн ялавне илсе кӗме юрамасть-мӗн. Кашнинче ялавсене тӗрӗслеççӗ. Ентешӗмӗрӗн кашни тӗрӗслев пунктӗнче пурнăç йывăççи тӗрриллӗ сарă ялав Чăваш Республикин пулнине интернет уçсах ӗнентерме тивет иккен.

Чăваш ялавӗ  ют çӗршыв çыннисене те  илемӗпе тыткăнлани паллă. Вӗсем хаваспах ялавпа сăн ӳкерӗнеççӗ.  Тӗрлӗ мероприяти, çав шутра спорт мероприятийӗсене те, ертсе пыракан пулса  ӗçлекен Сергее ют çӗршыв çыннисемпе пӗр чӗлхе тупма йывăр мар – професси пулăшать  тата акăлчанла пӗлни. Çавăнпа чемпионат уншăн тата чӗлхе практикине иртмелли сăлтав та.  Чемпионатсем иртекен хуласене вăл ытти болельщиксем пек поездпа мар,  машинăпа çӳрет. Юлташӗпе пӗрле вăрăм çула нихăçан та хăйсем кăна тухмаççӗ. Интернет урлă тупнă ют çӗршыв çыннисене пӗрле илеççӗ. Çапла вӗсем  Самар  хулине  – сербсене,  Саранска индуссене илсе кайнă, каялла Хусана таврăннă чух испанецсене лартса килнӗ. Çапла  чăваш каччин юлташсем халӗ тӗнчипех.

  Ентешӗмӗр Раççей чемпионата  çав тери лайăх  хатӗрленнине хăй курнине те калать.

– Хусанта та, ытти çӗрте те  лайăх хатӗрленнӗ. Анчах хальччен пулса курнă хуласенчен пуринчен ытла Саранск кăмăла кайрӗ. Саранск пӗчӗк хула, унран  темех кӗтмен эпӗ. Çавах та тӗлӗнтерчӗ, питӗ хитре,  – терӗ кун пирки.

Чемпионат малалла тăсăлать. Сергейӗн вара планӗсем çав тери  пысăк: çитес вăхăтра  Дон -çи- Ростовпа Сочие çул тытать. Июлӗн 15-мӗшӗччен  чемпионата йышăнакан 11 хуларан, Калининградсăр пуçне, пуринче те пулса курма ӗмӗтленет, паллах, чăваш ялавӗпе. Халӗ вара Раççей сборнăйӗ тепӗр вăййа ăнăçлă вылясса куç пек кӗтет.

–  Енчен те Раççей сборнăйӗ ¼ финала тухайсан, матча Мускава кайсах пăхатăп,– терӗ çирӗппӗн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России