Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Аксу районӗнчен 47-мӗш гуманитари конвойӗ çула тухрӗ

Гуманитари пулăшăвне волонтерсем Аксу тăрăхӗнчен кайнă салтаксем тăракан кашни региона çитерӗç.

Мартăн 24-мӗшӗнче аксусем ятарлă çар операцийӗнчи салтак-ентешсем патне черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ – «Нива», «УАЗ» машинăсем, «Урал»мотоцикл, мотороллерсем, 183 маскировка сетки, посылкăсем, апат-çимӗç, медикаментсем, тумтир, çывăрмалли михӗсем – ăсатнă.

Яланхи пекех гуманитари пулăшăвне пухма волонтерсем, вырăнти предприятисемпе халăх пулăшнă. Çак ырă ӗçе район ертӳçи Алмаз Мингулов хăй те хутшăннине пӗлтерет Аксу район хаçачӗ. Йӗркелӳçӗсем çаплах Саврăшпуç фермерне Алексей Кондратьева укçа-тенкӗпе сисӗнмеллех пулăшнăшăн тав тăваççӗ.

Техникăсене тиеме хальхинче Руслан Ибляминов ертсе пыракан МЧС ӗçченӗсем килнӗ.

 

Паян, мартăн 25-мӗшӗнче, Ульяновск хулинчен те черетлӗ гумконвой, шучӗпе 70-мӗш, çула тухнă.

Десантниксен позицийӗсене час-часах пенипе вӗсен вырăнтан вырăна куçма, кашни çӗнӗ çӗрте вырнаçмашкăн блинаджсем тума строительство материалӗсем çитмеççӗ иккен.

Çавăнпа «Рубеж» çар ветеранӗсен регионсем хушшинчи обществăлла организацийӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗ заявкăна илсенех строительство материалӗсем пухса СВО зонине ăсатнă, кун çинчен пирӗн ентеш, «Рубеж» организацин Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Владимир Егорович Ярухин пӗлтерет.

(Аксу район хаçачӗн тата В.Ярухин сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем