Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Аксу районне малалла кам ертсе пырӗ?

Аксу районӗнче райканашăн черетсӗр 30-мӗш сессийӗ иртет. Ăна район пуçлăхӗ Камиль Гилманов ертсе пычӗ.

Сессине ТР Раисӗн Администрацийӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Ильнур Гарипов, ТР Премьер-министрӗн çумӗ –  ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров хутшăнчӗç.

Сентябрӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ ТР Патшалăх Канашӗн суйлавӗнче Камиль Гилманова депутата суйланипе района ертсе пыма çӗнӗ çынна çирӗплетмелле.  Хальхи вăхăтра райканаш депутачӗсем кун йӗркине пăхса тухаççӗ.

Марат Зяббаров Камиль Гилманова ТР Раисӗн хушăвӗпе Туслăх орденне парса чысларӗ.

Вырăнти депутатсем Камиль Гилмановăн Аксу районӗн пуçлăхӗн тивӗçӗсене пăрахăçлама ыйтса çырнă заявленине тивӗçтерчӗç, район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçласа пыма Алмаз Мингулова çирӗплетрӗç.

Алмаз Минвазыхович Мингулов 1982 çулта Аксу районӗнчи Караса ялӗнче çуралнă. Нумай çул ТР Спорт министерӗн çумӗ пулса ӗçленӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Аксубаево