Александр Денисович ЧЕРНОВА  55 çул тултарнӑ ятпа!
Тӗп хыпар

Александр Денисович ЧЕРНОВА 55 çул тултарнӑ ятпа!

Тӗнчери чи хаклӑ та юратнӑ çыннӑмӑра, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурӑнакан Александр Денисович ЧЕРНОВА августӑн 9-мӗшӗнче 55 çул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!

Тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпӑр – çирӗп сывлӑх, тулӑх пурнӑç, тулли телей те ӑнӑçу. Яланах хаваслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, чунупа çамрӑк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, тӑван кил ӑшшине упраса нумай çул пурӑн.

Юрататпӑр сана, хисеплетпӗр,

Çуралнӑ кун ячӗпе саламлатпăр!

Сана сунатпӑр ырлӑх-сывлӑх

Тата телей ытам тулли!

Хастарлӑху нихӑçан ан чактӑр, ӗмӗр сукмакӗ такӑр та вӑрӑм пултӑр!

Мӑшӑрӗ, хӗрӗпе ывӑлӗ, Черновсем, Мулеевсем, çывӑх тӑванӗсем.


Нет комментариев