Алексей Ярухин 60 çулхи юбилейне паллă тăвать
Алексей Егорович Ярухин март уйăхӗн 30-мӗшӗнче 1966 çулта Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче çуралнă. Хальхи вăхăтра район администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ пулса ӗçлет.
Çӗпрел районӗ Тутарстанра чăваш халăхӗ йышлă пурăнакан вырăнсенчен пӗри шутланать. Нумай çул хушши Алексей Егорович Чăваш наципе культура центрне ертсе пырать, чăваш культурине, чӗлхине, йăли-йӗркине упраса хăварассипе аталантарассине пысăк тӳпе хывать.

Алексей Егорович Ярухина 60 çулхи юбилей ячӗпе чунтан саламлатпăр, çирӗп сывлăх, савăк кăмăл-туйăм, иксӗлми вăй-хал сунатпăр! Чăвашлăха аталантарас ӗçре нумай çул пӗрле вăй хурасса шанатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев