Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Алексей Песошин: «Бюджетри кашни тенкӗпе пӗлсе усă курмалла»

Ӗнер, апрелӗн 15-мӗшӗнче, Тутарстан Патшалăх Канашӗн черетлӗ ларăвӗнче Алексей Песошин ТР Правительствин тулли отчечӗпе паллаштарчӗ

Ӗнер, апрелӗн 15-мӗшӗнче, Тутарстан Патшалăх Канашӗн черетлӗ ларăвӗнче депутатсен корпусӗ ТР Правительствин тулли отчечӗпе паллашрӗ. Ларăва республикăн Премьер-министрӗ Алексей Песошин хутшăнчӗ, вăл паллаштарчӗ те ӗнтӗ министерствосемпе ведомстăвсен ӗç пӗтӗмлетӗвӗсемпе тата çитес çула лартнă тӗллевсемпе, ӗç планӗпе.

Хăй докладӗнче Премьер-министр сывлăх сыхлав, вӗрентӳ, ӗçлӗхпе социаллă хутлӗх, культурăпа çамрăксен политики сферисенчи  республика аталанăвӗн тӗп енӗсене палăртрӗ. Эпир хăш-пӗрин çинче уйрăммăн чарăнăпăр.

Алексей Песошин палăртнă тăрăх, санкци лару-тăрăвне пăхмасăрах экономика динамики аван. Макроэкономика кăтартăвӗсемпе Тутарстан лидерсен шутӗнче. Пӗтӗмӗшле продукцин калăпăшӗпе 6-мӗш, тӗп капитала хывнă инвестицисемпе 5-мӗш, промышленность производствипе ял хуçалăхпа 4-мӗш, строительство енӗпе 2-мӗш вырăнта.

Санкци условийӗсене пăхмасăрах промышленность производствин индексӗ 109,9 процентпа танлашнă. Тӗп капитала хывнă инвестицисем 1,6 триллион тенкӗ чухлӗ.

2025 çулта ятарлă экономика зонисене 18 çӗнӗ резидент килнӗ, 300 миллиард тенкӗлӗх инвестици хывнă, 12 пин ӗç вырăнӗ хатӗрленӗ. Раççей Правительстви пулăшнипе Заинскра пӗлтӗр «Зеленая Долина» ЯЭЗ ӗçлесе кайнă. Паяна унта 4 резидент тӗпленнӗ.

Малашнехи планра – çӗнӗ резидентсене тупасси, инвестици проекчӗсене пурнăçланма пулăшасси.

Çурт-йӗр строительстви пирки каласа Алексей Песошин республикăра строительство ӗçӗсен хăвăртлăх шайӗ тытăнса тăрать. Пурӗ 3,5 миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йӗр хута кайнă. 2026 çулăн планӗ –  3 миллион та 175 пин тăваткал метр çурт-йӗр тăвасси. Ку сферăн тӗп задачи – çурт-йӗре пуриншӗн те доступлă тăвасси. Премьер-министр сăмахӗпе, ача çуратаслăх чакса пынă чух шăпах çурт-йӗр политики çемье йӗркеленӗвӗн тӗп инструменчӗ пулса тăмалла.

Строительство материалӗсен хакӗсем ӳснӗ, ипотека программисен ставки çӳллӗ чухне çурт-йӗр строительствипе çынсен туянаслăхӗн балансне тытса тăмаллине асăрхаттарчӗ премьер-министр. Хваттерсемпе çуртсем сутăнманни строительство компанийӗсене панкрута тухассипе теветкеллӗ. Çавна май застройщиксен издержкисене чакарма майсем шырамалла.

Алексей Песошин палăртнă тăрăх, нацпроектсемпе республика шайӗнчи 48 программăпа социаллă культура сферинче пурӗ 3910 объекта тӗпрен юсанă е çӗнӗрен тунă. Ку ӗçсене пурнăçлама 166 миллиард тенкӗ кайнă. «Пирӗн тӗп задача вăл – объектсем малашне те тăвăнччăр, тӗпрен юсав программине хутшăнччăр. Бюджетри кашни тенкӗпе усăллă усă курмалла»» – тенӗ Алексей Песошин.

Çапла вара республикăра 882 нумай хваттерлӗ çурта тӗпрен юсаса 200 пин ытла çын пурнăçӗн условийӗсене лайăхлатнă. «Наш двор» программăпа 677 кил территорине çӗнетнӗ, 63 обществăлла уçлăха, çав шутра 44 паркпа сквера янтăланă. Çак тӗллевсене пурнăçлама самай укçа-тенкӗ тăкакланине кура Алексей Песошин муниципалитетсене асăннă объектсене тивӗçлӗ шайра тытса тăмаллине асăрххаттарчӗ.  

2026 çулта тепӗр 3565 объекта тӗпрен юсама палăртнă. Çак тӗллевпе 146,5 миллиард тенкӗ пăхса хунă.    

Тӗп ыйтусен шутӗнче çул-йӗр строительстви. 2025 çулта федераци пӗлтерӗшӗллӗ çулсен 176 километрне, регионри çулсен 500 километрне, муниципалитетсен шайӗнче 1000 ытла километра тӗпрен юсаса реконструкциленӗ. Тата 31 кӗпере çӗнетнӗ. М-7 «Волга» трассăн республикăри пайӗн масштаблă реконструкцине вӗçленӗ. Сокуры ялӗ тавра çула уçса Хусантан тухмалли Оренбург тракчӗн дублерне тума пуçланă. Çак ӗçсене пурнăçлама 133,3 миллиард тенкӗ уйăрнă. Кăçалхи планра вара регион шайӗнчи çулсен 300 километр чухлӗ пайне, муниципаллă шайрисен 545 километрне 91,4 миллиард тенкӗлӗх юсаса çӗнетесси.     

Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru/ сайтран.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Государственный Совет РТ