Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Алексей Сидорович МЕЛЬНИКОВА 90 çул тултарнă ятпа!

Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче пурăнакан юратнă аттене, асаттене, кукаçее Алексей Сидорович МЕЛЬНИКОВА февралӗн 1-мӗшӗнче 90 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!

Кун-çулăн анлă сукмакӗпе малашне те вашаватлăн, мал ӗмӗтпе утма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Пурнăçу ялан ăнса пытăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ хăвна юратакан çынсенчен ан татăлтăр. Чунупа ялан çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр тата нумай-нумай çул пурăн. Эпир сана питӗ юрататпăр, эс пурришӗн Турра тав тăватпăр. Малашне те пӗрре мар юбилей ирттермелле пултăрччӗ. 

Тавах сана, аттемӗр, эс пурришӗн,

Кил чысӗпе çемье ăшши пулнишӗн.

Татах та нумай çул эс пурăнсам, 

Пире пит лайăх эс çумра пулсан.

Ывăлӗсемпе хӗрӗсем, кинӗсемпе кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев