Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Анна Искендерова – «Çӗпрел Чăваш пики – 2025»!

Ӗнер, сентябрӗн 25-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче район шайӗнче «Чăваш пики – 2025» илемпе пултарулăх конкурсӗ пулчӗ. Тӗп титулшăн 9 пике ăмăртрӗ.

Ӗнер, сентябрӗн 25-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче район шайӗнче «Чăваш пики – 2025» илемпе пултарулăх конкурсӗ пулчӗ. Тӗп титулшăн 9 пике ăмăртрӗ. Çавсенчен виççӗшӗ – Мария Григорьева (19 çулта), Анна Максимова (15 çулта), Дарья Яковлева (20 çулта) Алешкин Саплăкран, Полина Булановапа (14 çулта) Милана Тяхина (13 çулта) Матакран, Анита Алексеева (14 çулта) Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен, Анна Искендерова (18 çулта) Аслă Аксуран, Евгения Синдюкова (17 çулта) Чăваш Çӗпрелӗнчен, Дарья Васильева (17 çулта) Кивӗ Çӗпрелӗнчен пулчӗç.

Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн хӗрсем хăйсен пултарулăхне 4 тӗрлӗ конкурсра кăтартрӗç: хăвпа паллаштарни, наци апат-çимӗçне пӗçерме пӗлни; ăс-хакăл тӗрӗслевӗ; пултарулăх конкурсӗ. Мероприятие Вячеслав Васильевпа Алиса Искендерова ертсе пычӗç.

Сцена çине пикесем чăваш наци тумӗпе тухрӗç. Районти Культура çурчӗн залӗнче конкурсанткăсен ашшӗ-амăшсемпе тăванӗсем, юлташӗсем, пӗрле вӗренекенӗсемпе вӗрентекенсем тата ыттисем пуçтарăннă. Паллах, район халăхӗ умне тухасси хумхануллă самант. Сцена çине хитре утса тухнисӗр пуçне хăвпа паллаштармалла, юрласа-ташласа пултарулăха кăтартмалла. Жюри вара чăваш чӗлхипе илемлӗ те тӗрӗс калаçнисӗр пуçне текст тытăмӗ литература енчен яка та сыпăнуллă пулнине, такăнмасăр калаçнине те хаклать. Çавăнпа пултарулăхсăр пуçне конкурсанткăсене хăюлăх та кирлӗ пулчӗ. Аслăраххисене, тен эмоцисене тытма çăмăлрах пулӗ те, анчах кӗçӗнреххисем те хăйсене питӗ тивӗçлӗ тытрӗç.

«Чăваш пики» вăл илем конкурсӗ çеç мар – пултарулăх тата чăваш культурипе йăлисене пӗлнине кăтартакан тӗрӗслев те. Çак конкурс пирӗн çамрăк ăрăва тăван культурăпа йăла-йӗркесемпе çывăхрах паллашма майсем туса тата ăна çывăхрах курма май парать. 2002 çултанпа пыракан конкурс нумай çамрăка ку енӗпе ӗçлеме çул уçса пачӗ.

«Çӗпрел Чăваш пики» конкурс кăçал 12 хут иртрӗ. Ăна вырăнти Чăваш наципе культура центрӗ район администрацийӗ, культура уйрăмӗ тӗрев панипе ирттерет. ЧНКЦ председателӗ, район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин асăннă мероприятие ялан çӳллӗ шайра йӗркелеме тăрăшать. Çак ӗçре районти культура çурчӗн сотрудникӗ Наталья Васильева унăн сылтăм алли темелле. Вăл конкурсанткăсене хатӗрлет сцена çине тухма.

  • Паян эпир Раççей, Тутарстан шайӗнчи «Чăваш пики» конкурсăн  районти тапхăрне ирттеретпӗр. Хитре те маттур вӗсем чăваш хӗрӗсем. Пурне те çăмăл мар конкурссенче чăтăмлăхпа ăнăçу сунатпăр», – терӗ Алексей Ярухин.

Унтан вăл сцена çине Миланăн тетӗшне Николай Тяхина чӗнсе кăларчӗ. Ахальтен мар. Николай контракт çырса ятарлă çар операцине хăй ирӗкӗпе кайма тунă. Район пуçлăхӗн çумӗ çамрăка ЧНКЦ канашӗ ятӗнчен тӗрленӗ чăваш кӗпи парнелерӗ.

  • Çак кӗпе сана инкек-синкекрен упратăр. Вăрçă хăвăртрах пӗттӗрччӗ. Сывă та тӗрӗс-тӗкел киле таврăнмалла пултăр, терӗ Алексей Егорович Николая кӗпе тыттарса.

Çак хумхануллă самант хыççăн конкурс малалла тăсăлчӗ. Пикесем пӗрин хыççăн тепри сцена çине тухса хăшӗсем юрласа, теприсем ташласа пултарулăхӗпе паллаштарчӗç.

Жюри пӗтӗмлетӳсем тума кайсан куракансене чăваш эстрада юрăçисем – Сергей Лекеровпа Константин Рязанов юрласа савăнтарчӗç.

Кӗçех чи кӗтнӗ самант та çитрӗ. Сцена çине конкурсанткăсем туй кӗпипе шур акăш евӗр шуса тухрӗç. Залра ларакансем сывлама та манчӗç пулӗ çак самантра. Çапла, илем вăл куççуль те кăларттарать.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе кашни пике пултарулăхне кура ятарлă  номинаци çӗнтерӳçи пулчӗ.

Чувашская красавица -2025 в Дрожжановском районе

Анита Алексеева чи тутлă наци апатне пӗçерсе килсе «Тараватлă пике», ачаш туйăмлă Полина Буланова «Çепӗç пике», куракансене хитре ташăпа тыткăнланă Анна Максимова «Хӳхӗм пике», ыйтăва туллин хуравласа темăна пӗлнине çирӗплетсе Дарья Васильева «Ăс-хакăл пике», пукане евӗр хитре те маттур Милана Тяхина «Илемлӗ пике», чăваш юррине юрласа артистла пултарулăх кăтартнă Дарья Яковлева «Илӗртӳллӗ пике» номинацисенче çӗнтерчӗç.

Тепӗр виçӗ пике мӗнпур конкурссенче хăйсене питӗ пултаруллă кăтартса тӗп титулсене тивӗçрӗç.

Евгения Синдюкова «Сарпике – 2025», Мария Григорьева «Маттур пике -2025» ятсене çӗнсе илчӗç. «Çӗпрел Чăваш пики -2025» титула Аслă Аксу хӗрӗ Анна Искендерова йышăнчӗ.

ЧНКЦ председателӗ Алексей Ярухин 1,2-мӗш вырăна тивӗçнисем район чысне «Тутарстан Чăваш пики» конкурсра хӳтӗлессине пӗлтерчӗ. Конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина çакăнпа килӗшрӗ. Апла пулсан хӗрсене хатӗрленӳ кӗтет.   

Пултараççӗ çӗпрелсем, конкурса тивӗçлӗ шайра ирттерсе ячӗç, номинацисемпе тӗп титулсен çӗнтерӳçисене пурне те чаплă парнесем пачӗç.  

Сăнӳкерчӗк: https://chuprale-online.ru тата Ирина Трифонова. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура