Анат Кама хӗрӗн Марта Зайнуллинан – кӗмӗл!
Кăнтăр Корейăри Пхенчханра хальхи вăхăтра та ăмăртусем хӗрӳ. Унта Паралим вăййисем пыраççӗ. Мартăн 12-мӗшӗнче пирӗн ентеш, Анат Кама хӗрӗ Марта Зайнуллина биатлонистка 10 километр дистанцие «ларса» чупассипе иккӗмӗш вырăна тухса кӗмӗл медаль çӗнсе илчӗ. Сăмах май, ку дистанцире пӗрремӗш вырăна нимӗç спортсменки 46-ри Андреа Эскау, виççӗмӗш вырăна Раççей биатлонистки Ирина...
Кăнтăр Корейăри Пхенчханра хальхи вăхăтра та ăмăртусем хӗрӳ. Унта Паралим вăййисем пыраççӗ. Мартăн 12-мӗшӗнче пирӗн ентеш, Анат Кама хӗрӗ Марта Зайнуллина биатлонистка 10 километр дистанцие «ларса» чупассипе иккӗмӗш вырăна тухса кӗмӗл медаль çӗнсе илчӗ. Сăмах май, ку дистанцире пӗрремӗш вырăна нимӗç спортсменки 46-ри Андреа Эскау, виççӗмӗш вырăна Раççей биатлонистки Ирина Гуляева тухрӗ.
Марта Зайнуллина Раççей сборнăйӗнче 2010 çултанпа. Халӗ унăн тренерӗ Владимир Малинский. Ентешӗн çитӗнӗвӗсем пысăк. Вăл Раççейӗн тава тивӗçлӗ спорт мастерӗ. 2014 çулта «За заслуги перед Отечеством» II степеньлӗ орден медалӗпе наградăланнă. Сочири Паралимпиадăра бронза медаль çӗнсе илнӗ. 2015 çулта Тӗнче чемпионки пулнă. Маттур, Марта, саламлатпăр! (https://realnoevremya.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев