Асатте-кукаçие асăнса йывăç ларт
Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă «Астăвăм сачӗ» халăхсен хушшинчи акцие Тутарстан та хутшăнать. Тӗп акци апрелӗн 19-мӗшӗнче иртет.
Тутарстансен кашнин Тăван çӗршыв вăрçине хутшăннă тăванӗсене асăнса йывăç лартма май пур çав кун. Апрелӗн 19-мӗшӗнче кăна мар, ытти кунсенче те. Равиль Кузюров Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен пирӗн республикăран 378 пин салтак таврăнайманнине палăртрӗ. Паллах, СВОра пуç хунисен ячӗпе те йывăç лартассине каларӗ. «Астăвăм сачӗ» вăрман фондӗнче кăна мар, ял-хула территорийӗсенче те иртет. Пӗтӗмпе 150 ытла участок пуласси паллă.
Хунавсем вăрман лартма та, вăрмана çӗнетме те, асăннă акцисем валли те çителӗклине палăртрӗ министр. Республикăн селекципе вăрлăх центрӗ кун валли пӗтӗмпе 32 миллион та 318 пин штук хунав чăрăш, тополь, пилеш тата ытти йывăç-тӗм ӳстерсе хатӗрленине асăнчӗ.
Сăнӳкерчӗксене ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин сайтӗнчен илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев