Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне халалласа Хусанта «Нумай нациллӗ Тутарстанăн Геройӗсем» курав уçăлчӗ
Вырӑс, тутар, чӑваш, удмурт, мари, мордва, еврей, башкир тата ытти халӑх паттӑрӗсем кунта, пӗтӗмпе 42 çын историйӗ. Вулатӑн та, тӗлӗнетӗн, пуçа шӑнӑçайми пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ вӗсем.
Паян Хусан Кремлне хирӗç Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне халалласа Тӑван Çӗршывӑн Аслӑ вӑрçинче пысӑк паттӑрлӑх кӑтартса Совет Союзӗн Геройӗ Ятне илнӗ вӑрçӑ ветеранӗсене халалланӑ курав уçӑлчӗ.
Курава уçнӑ çӗре ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, министерствосемпе ведомствосен, наципе культура автономийӗсен представителӗсем хутшӑнчӗç.
Фарид Мухаметшин курава пысӑк хак парса тӗрлӗ халӑх Геройӗсене пуçтарни нумай нациллӗ республикӑн чи ырӑ кӑтартӑвӗ тесе палӑртрӗ. «Çак курава йӗркелекенсене тав тăватăп, вӗсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин историлле тӗрӗслӗхне упраса хăварассине пысăк тӳпе кӗртеççӗ. Вăрçăри Çӗнтерӳ Раççейӗн нумай нациллӗ халăхӗн тивӗçӗ. СВОна та Тутарстанăн тӗрлӗ халăхӗн ывăлӗ паян хутшăннă. Куравăн тӗллевӗ – нумай нациллӗ Раççейӗн вăйӗ пулнине, ăна çӗнтерме çуккине кăтартса пани. Хулара пурăнакансен, Хусан хăнисен кашнин кунта килсе куравпа, вăрçă паттăрӗсен куш-çулӗпе паллашма, тепӗр хутчен асра халăхăмăрăн сумлă ывăлӗсен астăвăмне чӗртсе тăратма май пур», – терӗ парламент пуçлăхӗ.
Парламент пуçлӑхӗ уйрӑммӑн «Диктант Победы» вӗрентӳ проектне пысӑк хак пачӗ. Ăна йӗркелекенсене, учительсене, хутшăнакансене пурне те тав турӗ.
«Ачасемпе çамрӑксен воспитанийӗшӗн ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Геройсен ячӗсене, вӗсен вӑрçӑри çапӑçу çулне шырани ӗмӗр асра юлӗ. Истори тӗрӗслӗхне упраса хӑварма пулӑшӗ», - терӗ Фарид Мухаметшин.
Тутарстан Халӑхсен ассамблейин Ӗçтӑвком ертӳçи Ренат Валиуллин проект пӗлтерӗшӗпе ӑна мӗнле пуçарни çинчен каласа пачӗ.
Курав цилиндр евӗрлӗ пурӗ 15 информаци тумбинчен тӑрать. Унта вӑрçӑ Геройӗсен биографине, çапӑçу çулне, мӗнле паттӑрлӑх тунине туллин çырса кӑтартнӑ.
Вырӑс, тутар, чӑваш, удмурт, мари, мордва, еврей, башкир тата ытти халӑх паттӑрӗсем кунта, пӗтӗмпе 42 çын историйӗ. Вулатӑн та, тӗлӗнетӗн, пуçа шӑнӑçайми пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ вӗсем. Курава Тутарстанри чӑваш халӑхӗн 4 паттӑр ывӑлне кӗртни уйрӑмах савӑнтарать. Çавсен шутӗнче Семен Коновалов, Гавриил Евсеев, Петр Юхвитов, Николай Синдряков кӗнӗ. Мăнаçланатпăр вӗсемпе!
Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран тата авторăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев