Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çар службине контрактпа

Августăн 31-мӗшӗнчен Тутарстанран Раççей Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен ретне тăма контракт çыракансене республика пӗр хутчен 305 пин тенкӗ укçа тӳлет.

 ТР Раисӗ Рустам Минниханов алă пуснă Указ октябрӗн 26-мӗшӗнчен вăя кӗрсе декабрӗн 31-мӗшӗччен тăсăлать. Контракт службин наборӗ мӗнле пыни, улшăнусемпе çӗнӗлӗхсем çинчен ноябрӗн 1-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире Хусанти çар службине йышăнакан пунктăн ертӳçин çумӗ Рустам Сафиуллин пӗлтерчӗ.

– ТР Раисӗн Указне кӗнӗ улшăнусем тăрăх, мобилизаципе кайнă пирӗн атьсем августăн 31-мӗшӗ хыççăн службăна малалла тăсма, призывпа кайнă çамрăксем çарта юлма РФ Оборона министерствипе контракт çырсан вӗсене пурне те республика пӗр хутчен 305 пиншер тенкӗ укçа тӳлет. Кун валли вӗсен çар комиссариачӗн е çар чаçӗн командованийӗн ячӗпе рапорт кăна çырмалла. Малалла информаци пирӗн пата çитет, эпир вӗсене çар чаçне кӗртнин, контракт çырнин докуменчӗсене тӗрӗслетпӗр те çар çыннисен банк картти çине укçа куçаратпăр, кашнин даннăйӗсемпе реквизичӗсем пур пирӗн. Хальхи вăхăтра полксемпе, çар чаçӗсемпе ӗçлетпӗр, агитацилекен ушкăн вырăнсене тухса кайрӗ, – терӗ Рустам Сафиуллин çӗнӗлӗхпе паллаштарнă май.

Кунта палăртса хăвармалла, республика паракан 305 пин тенке хамăр республикăри кăна мар, ытти регионсенчи çар чаçӗсенче службăра тăракан ентешсем те, Тутарстанран контрактпа çара кайма ирӗкӗ пур ытти регион çыннисем те илме пултараççӗ. Иккӗмӗшӗсене Хусана çитме çул укçи те тӳлеççӗ. Ку мерăна республика ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тата контрактпа каякансен йышне ӳстерес тӗллевсемпе йышăннă.

Рустам Сафиуллин сăмахӗсем тăрăх, республика, спонсорсемпе предприятисен пулăшăвӗсем хыççăн Тутарстанран контрактпа каякансен шучӗ самай ӳснӗ. Маларах Хусантан куллен 30-40 çын ăсатнă пулсан, халӗ кашни икӗ кунра – 105-122. Çавна кура контракт службине унччен вăтамран 30-40 çултан иртнисем суйланă пулсан, халӗ – çартан таврăннă е салтака каймасăр юлнă çамрăксем. Çак йышăнăва вӗсем хăйсем тӗллӗн, шутласа тăваççӗ. Контрактпа каякансен çар чаçне хăйсен суйлама ирӗкӗ те пур. Нумайăшӗ юлташӗсемпе, палланă çыннисемпе е тăванӗсемпе пӗр çар чаçне лекесшӗн. Вӗсене унта çарти тусӗсем чӗнеççӗ. Çавна кура контрактпа çара ăсатасси те лăпкăн иртет халӗ.

Аса илтеретпӗр, контрактпа çара каякансем республика паракан 305 пин тенкӗсӗр пуçне ДОСААФран – 105, Раççейӗн пӗр хутчен парăнакан 194 пин тенкӗ пулăшăвне тата уйăхсерен 204 пин е ытларах тенкӗ ӗç укçи илеççӗ. СВОна хутшăнакан кашни салтака, унăн çемйине çăмăллăхсем пăхăннă: ачисене тӳлевсӗр садик, шкулта апатлану, аслă шкулсенче вӗренӳ. Банка е микрозайма парăма кӗнисене çарта тăнă вăхăтра кредит каникулӗ парăнать, урăхла каласан, алиментсăр пуçне ытти парăмне шыраса илмеççӗ.

Спикер тепӗр çӗнӗлӗхе те асăнмасăр хăвармарӗ. Раççей Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен ретне контрактпа каяс кăмăллă ют çӗршыв çыннисен шучӗ ӳснӗ. Вӗсем ытларах кубинецсемпе арабсем иккен. Асăннă укçан пулăшăва вӗсем те ыттисемпе танах илеççӗ. Кунсăр пуçне ятарлă çар операцийӗнче 6 уйăхран кая мар пулсан Раççей гражданстви парăнать. Çавăнпа вӗсем хăйсен наставникӗсемпе пӗрле ытти контрактниксемпе пӗрлех çар чаçӗсене каяççӗ.

Контрактниксене çар чаçӗсене республика автобуспа тӳлевсӗрех леçет, кунсăр пуçне мӗн кирлипе, çав шутра лайăх аптечкăпа (унчченхи çитменлӗхсене пурне те шута илсе пухнă), ура тăхăнмаллипе, çар формипе, аялти кӗпе-йӗмпе тата чи кирлӗ япаласемпе тивӗçтерет. Предприяти-организацисем, район администрацийӗсем те ку енӗпе аван пулăшаççӗ. Çарти тусӗсем панă сӗнӳсене шута илсе мӗн кирлине хăйсем те туянаççӗ. Çавăнпа кашни салтак пӗр кутамккапа кăна çула тухмасть халӗ.

Çара контрактпа хӗрсене те илеççӗ. Тин кăна ăсатнă автобусра виçӗ çамрăк хӗр, Çӗпӗртен килнӗ икӗ медицина сестри, республикăран пӗр санитарка, кайнине асăнчӗ спикер. Çăмăл мар вăхăтра Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсем пур-ха пирӗн, кашнине çӗнтерӳпе тата ырă-сывă таврăнма сунатпăр.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество