Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ ветерана саламларӗ

Ӗнер, майăн 6-мӗшӗнче, Тутарстан Халăхсен ассамблейипе Хусанти Туслăх Çурчӗн представителӗсемпе пӗрле Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн пайташӗсем Хусан çумӗнчи Мирный поселокра пурăнакан вăрçă ветеранне Федор Федорович Мердюкова Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхӗпе саламлама кайса килчӗç.

Федор Мердюков кăçал январӗн 14-мӗшӗнче 100 çул тултарчӗ, вăл хăй Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ун çинчен эпир хаçатăн кăçалхи 2-мӗш номерӗнче çырса кăлартăмăр. 

Хăнасем ветеран патне пуш алăпа каймарӗç. Ассамблейăпа Туслăх Çурчӗ Федор Мердюкова кучченеç тултарнă пысăк карçинкка тыттарчӗç. Ассамблея Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Валиуллин, Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров ветерана нумай ырă сăмах каларӗç. Александр Славин вара купăс каласа вăрçă юррисем юрлаттарчӗ. Союз ятӗнчен организаци председателӗ Сильвия Чаркина саламларӗ. Унпа пӗрле  «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, чăваш блогерӗ Ксения Романова, Альбина Васильева, Олеся Жукова пулчӗç. Хăнасене кил хуçипе унăн хӗрӗ Валентина Дементьева питӗ те ăшшăн кӗтсе илчӗç. 

«Федор Федорович, эпир сире Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ятӗнчен чун-чӗререн саламлатпăр. Эсир чăн-чăн паттăр пирӗншӗн. Пирӗншӗн те, хăвăр çемьешӗн те ырă тӗслӗх пулса тăратăр. Хамăр енчен сире пӗчӗк парне тăвас килет, вăл пирӗн çинчен аса илтерсе тăтăр», – терӗ Сильвия Чаркина. Ветерана тав туса саламласа Союз ятӗнчен плед тата пылак кучченеçсем тыттарчӗ. Хӗрӗ Валентина Федоровна пӗлтернӗ тăрăх, ашшӗ питӗ те пылак çимӗç юратать иккен, çавăнпа парне ăнсăртран мар. 

Сильвия Чаркина хӗрарăмăн тӗп тивӗçӗ ачасене тӗрӗс воспитани парасси пулнине палăртса ку ӗçре Аслă вăрçă ветеранӗсен тӗслӗхӗ пысăк вырăн йышăннине каларӗ. «Сирӗн вăрçăри кун-çул урлă эпир хамăрăн ачасене, çамрăксене хăрушă вăрçă çинчен каласа парса ветерансене, вӗсен паттăрлăхне, пире мирлӗ пурнăç парнеленине ӗмӗр асра тытса хисеплеме вӗрентетпӗр», – терӗ Союз ертӳçи ветерана алă парса. 

Сăмах май каласа хăварас килет. Халӗ Мирный поселокри Надпойменная урамӗнчи çынсем Федор Федоровича тав туса пӗтереймеççӗ ӗнтӗ. Ветерана хисеп туса урама вӗр-çӗнӗ асфальт çул сартарнă, эпир çитнӗ çӗре вăл сивӗнсе те çитменччӗ-ха.

К.Романова тата О.Жукова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ветераны Союз чувашских женщин РТ 80-летие Великой Победы