Чӑн-чӑн чӑвашсен хаҫачӗ
"Сувар" хаҫата яланхи хакран 77 тенкӗ йӳнерех ҫырӑнса илме пулать
Ирӗклӗ шухӑшланӑшӑн, хӑюллӑ ҫырнӑшӑн, тӗрӗслӗхшӗн тӑнӑшӑн хисеплеҫҫӗ "Сувара" вулакансем. Журналистикӑра никама пӑхӑнманлӑха тӗпе хурса нумай ҫул ӗҫлени, яланах хамӑр халӑх майлӑ пулни хаҫатӑн авторитетне тата ҫӳлерех ҫӗклет. "Сувара", пӗлеҫҫӗ, вулаҫҫӗ, юратаҫҫӗ. "Чӑн-чӑн чӑвашсен хаҫачӗ, пире урӑххи кирлӗ мар", – теҫҫӗ ун ҫинчен хӗпӗртекен вулакансем. Редакци те пархатарне кӑтартсах тӑрать. Ҫулсерен ҫырӑнакансем хушшинче парнесем вылянтарать, чӑвашла кӗнекесем парнелет.
Октябрӗн 1-мӗшӗнчен 2021 ҫул валли хаҫат ҫырӑнас тапхӑр пуҫланчӗ. Малтанхи вунӑ кунра "Сувар" хаҫата яланхи хакран 77 тенкӗ йӳнерех ҫырӑнса илме пулать. Хальхи вӑхӑтра пирӗн хаҫата ҫур ҫул илсе тӑма 571 тенкӗ ҫеҫ.
Чӑваш пулар, пӗрле утар!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев