Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Чистайра ыркăмăллăх акцийӗ иртрӗ

ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич Самаренкин ертсе пыракан Тутарстанри чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн представителӗсем паян, апрелӗн 9-мӗшӗнче, Чистай районӗнчи Юлдуз поселокӗнче вырнаçнă «Чистайри социаллă тивӗçтерӳ çурчӗ» психика чирӗпе аптракансен интернатӗнче ыркăмăллăх акцийӗпе пулчӗç. Учреждение кӗпе çумалли 150 килограмм порошокпа 30 литр кондиционер пачӗç.

Мăнкун умӗнхи таса кӗçнерникун тӗлне лайăх парне пулчӗ вăл.

«Инвалидсен çурчӗн администрацийӗ (директорӗ Светлана Рашидовна Сахапова) пулăшӳ ыйтсан хӗрринче юлас темерӗмӗр. Акцие Çӗнӗ çул хыççăнах ирттерме палăртнăччӗ, ун чух учрежденире карантин пулнипе май пулмарӗ, Мăнкун умӗн килес терӗмӗр», – терӗ парнене кӳме килнӗ ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Анатольевич Малышев. Чăн та, Светлана Рашидовнăпа хăйпе курса калаçма май килмерӗ, çав кун вăл ӗçлӗ командировкăна кайнăччӗ. Хăнасене Лилия Васильевна Шеботнева кӗтсе илчӗ. ТР ЧНКА Канашӗ кӳнӗ кӗпе çумалли хатӗрсемшӗн питӗ савăнчӗç кунта.


Куллен кирлӗ хатӗрсемпе кăна çырлахмарӗç чăвашсем, Лайăш районӗнчи тусӗсемпе пӗрле инвалидсене юрă-кӗвӗ парни те турӗç. Габишево ялӗнчи Культура çурчӗн ӗçченӗсем «Кунта телей» концерт программипе килчӗç. Учрежденире тӗрлӗ халăх çынни пурăннине шута илсе вӗсем ятарласа вырăсла, чăвашла тата тутарла юрăсем хатӗрленӗ. Кун йышши концертсене питӗ кӗтеççӗ иккен кунта, халӗ те акă куракансем Елена Макаровăпа Эльвира Савельева, Ферая Галиева, Гулия Нургалиева, Раиль Гизатуллин юрланă кашни юрра хапăл туса йышăнчӗç.

Интернат ӗçченӗсемпе унта пурăнакансене Константин Малышев та сцена çине тухсах сывлăх сунчӗ. Библиотекăна  «Наш Дом Татарстан» журналпа чăвашла вӗренмелли «500 сăмах» кӗнеке парнелерӗ. «Чăвашла вӗренес текенсем пулсан, шăпах вăхăт»,– терӗ вăл.


 Пулăшу панăшăн тата интернатра пурăнакансене çакăн пек хаваслă уяв йӗркелесе савăнтарнăшăн ТР ЧНКА Канашне тата Лайăш районӗн артисчӗсене интернат директорӗн тата кунта пурăнакансен, ӗçлекенсен ятӗнчен  Лилия Шеботнева воспитатель тав турӗ. Çакăн пек туслă çыхăну малалла та тăсăласса шанса хаваспах кӗтнине пӗлтерчӗ.

«Чистайри социаллă тивӗçтерӳ çурчӗ» йӗркеленнӗренпе кăçал август уйăхӗнче 90 çул пулать. Çак вăхăтра пин-пин çынна хӳтлӗх панă вăл. Вӗсен хушшинче питӗ пултаруллисем те пур. Наиль Нуркашифович Хамидуллин, тӗслӗхрен, питӗ лайăх сăвăсем çырать, музыкант та. Интернат команди тӗрлӗ шайри ăмăртусене хутшăнать. Çитӗнӗвӗсене библиотекăн шкапӗнчи речӗпе лартса тухнă кубоксем çирӗплетеççӗ. Аса илтеретпӗр, ку интернатра психика чирӗпе аптракан, медицина пулăшăвӗ кирлӗ 18 çултан аслăрах  I тата II ушкăн инваличӗсем пурăнаççӗ. Вырăнпа выртаканнисемпе хăй тӗллӗн çӳрекеннисем уйрăмшар корпусра.

Хальхи вăхăтра республикăн тӗрлӗ районӗнчен килнӗ 280 инвалид кунта. Вӗсене тулли пурнăçпа пурăнма штатри 105 специалист пулăшать. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ЧНКА в РТ помощь