Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Çитес çула çырăнмасăр ан юл!

Унеслу Сидулловна Сатыбалова (сăнӳкерчӗкре) пирӗн чи аслă та юратнă вулаканăмăрсенчен пӗри. 101 çулпа пыракан юлташăмăр Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнче пурăнать. «Сувар» хаçата вăл номер сиктермесӗр вулать. Çапла майпа Тутарстанра пурăнакан чăвашсем мӗнле тата мӗн туса пурăннине йăлт пӗлсе тăрать. Вулани ăна пурнăçпа тан пыма май парать.

Сире те, хаклă вулаканăмăрсем, ун тӗслӗхӗпе çитес 2026 çулăн çур çулне «Сувара» çырăнма ыйтатпăр. Октябрӗн 1 – 11-мӗшӗсенче хаçата 12 процент йӳнерех хакпа çырăнма май пур. Республикăра тухса тăракан пӗртен-пӗр чăваш хаçачӗ вăл – халăхăмăрăн сасси, унăн  сăнӗ тата бренчӗ. Вăл пире пӗрлештерсе тăванлатать, вăй-хал парать!  

И.Сергиванова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: газета Сувар подписка 2026