Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Çӗнӗ кӗнеке тухнă ятпа саламлатпăр!

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче ТР Чăваш наципе культура автономийӗ çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗн, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн Ирина Трифонован «Письмо Олеси. Олеся панă çыру» кӗнеки пичетленсе тухрӗ.

Кӗнекене кӗнӗ «Олеся панă çыру» повесть вăтам классенче вӗренекенсен пурнăçӗпе паллаштарать. Ăна икӗ чӗлхепе вырăсла тата чăвашла пичетленӗ. Тӗп сăнарсем – Федор Гордеев, Олеся Солнцева тата Юра Кузнецов тантăшсем. Хайлав Федя ятӗнчен пырать. Ашшӗне пысăк должноçа куçарсан çемье поселокран Хусана куçса каять, арçын ача элитлă лицея лекет. Пӗрле вӗренекен Олеся Солнцевăпа тӳрех пӗр чӗлхе тупать Федя. Анчах Юра Кузнецов та куç хывнă иккен ăна. Малалла мӗн пулса иртет-ши тантăшсем хушшинче? Паллах, кӗнекене алла тытсан пӗлме пулать. Кунта ачасем валли те, ашшӗ-амăшӗ валли те вӗренмелли, асра тытмалли нумай. 
Ирина Трифонова ячӗ кӗнеке вулакансемшӗн çӗнӗ мар, чăваш тӗнчинче ăна пурте лайăх пӗлеççӗ. Илемлӗ литературӑна вӑл Раман Иринкки псевдонимпа кӗчӗ. 2003 çулта Шупашкарта унӑн пӗчӗк ачасем валли çырнӑ «Асра юлнӑ кунсем» кӗнеки тухнӑччӗ. 2004 çулта Ирина Федоровна хайлавӗсем «Шурӑ туй кӗпи» сборникра пичетленсе тухрӗç. 2021 çулта «Тăлăх» кӗнеке кун çути курчӗ.

Çӗнӗ кӗнекене тухнă ятпа Ирина Федоровнăна чун-чӗререн саламлатпăр! Пултарулăх анинче çитӗнӳсем тума вăй-халпа ăнăçу сунатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана чувашские писатели книга