Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Хусан «Вилӗмсӗр полка» тухать

Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă мероприятисем Хусанта майăн 9-мӗшӗнче ирхине 9:00 сехетре пуçланаççӗ. Курма килекенсене маларах çитме сӗнетпӗр, мӗншӗн тесен уяв вырăнӗсене тӗрӗслемесӗр кӗртмеççӗ, ку вара вăхăта илет.

Уяв программи:
1.Парад
9:00 Çӗнтерӳ паркӗнчи Ӗмӗрлӗх çулăм патне чечек хурас тата
ятарлă çар операцине хутшăннисене халалланă пулас мемориалăн пӗрремӗш чулне хурас церемонисем.
10:00 Хусанăн 1000 çуллăхӗн тӳремӗнче Хусан гарнизонӗн тата çар техникин парачӗ. Колоннăна легендарлă «Колхозник Татарии» Т-34 танкпа пӗрлех хальхи çар техники «Прорыв» Т-90М, «Армата» Т-14, БТР-80, «Терминатор» БМП ертсе пырӗç.
Май уйăхӗн 9-11-мӗшӗсенче тӗп стадион умӗнче вăрçă вăхăтӗнчи тата хальхи çар, агротехника куравӗ ӗçлет. Унта «Ансат» вертолета, «КАМАЗ-мастер» машинăна тата ытти техникăна курма пулать.
2. «Вилӗмсӗр полк»
«Вилӗмсӗр полк» кăçал офлайн мелӗпе пулать. Унта хуть кам та хутшăнма пултарать. Хăвăрпа вăрçăра пулнă тăванăрсен сăнӳкерчӗкӗ пулмалла.15:00 сехетрен тытăнса колонна Карл Маркс, Лобачевский, Кремлевская урамӗсемпе иртет. Хутшăнма кăмăл пуррисем 12.00 сехетре Карл Маркспа Толстой урамӗсем хӗресленнӗ вырăна килмелле.
3. Интерактивлă программăсем
14:00 — 18:00 Бауман урамӗ 1945 çулхи Хусана çаврăнать: блиндажсем, çар комиссариачӗн кабинечӗ, Шаляпин, Хусан кушакӗн палăкӗсем патӗнче вӗрсе каламалли инструмент оркестрӗсен концерчӗсем…
14:00 — 18:00 Хусан Кремлӗнче музей экспоначӗсемпе квестсенчен тăракан «Все для фронта, все для Победы» проект.
«Была война…» спектакль
4. Концертсем:
15:00 Çӗнтерӳ паркӗнче ача-пăчапа çамрăксен концерчӗ.
18:00 Çӗнтерӳ паркӗнче оркестр 1930 — 1940 çулсенчи юрăсен кӗввисене калать.
19:00 Хусанăн 1000 çуллăхӗн тӳремӗнче «Поющая Казань» пин çынран тăракан хорпа халăх артисчӗсен гала-концерчӗ.
5. Салют
22:00 Казанка акваторийӗ çийӗн 6-минутлă фейерверк.
Транспорт:
Майăн 9-мӗш кунхине обществăлла транспорт вăйлатнă режимпа ӗçлет. Салют хыççăн халăха турттарма «Энергетика университечӗ» тата Ташаякпа Саид Галлев урамӗсем хӗресленнӗ вырăнти чарăнуран хушма автобуссем яраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

A581484