Çӗпрел районӗ Акатуя йыхравлать
Июнӗн 6-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялне Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен чăвашсем пуçтарăнӗç. Кунта шăматкун çурхи уй-хир ӗçӗсем вӗçленнине халалланă Акатуй иртет. Программа интереслӗ те анлă пуласса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем.
Çак кун хăнасем темиçе тематика площадкине çитсе курма пултараççӗ. Уяв 9:00 сехетре «Акатуй шăпчăкӗ» вокал, чăваш ташшин «Акатуй ташши» тата фольклор фестивалӗсенчен пуçланать. Вӗсемпе пӗрлех спорт площадкисенче ăмăртусем тытăнӗç. 11.00 сехетре Акатуйăн официаллă пайӗ пулать, чӗннӗ хăнасем курма килекенсене уяв ячӗпе саламлӗç, ун хыççăн илемлӗ пролог, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблӗн театрализациленӗ представленийӗ пулать. 11.45 сехетре сцена çине Раççей халăх пултарулăхӗн тава тивӗçлӗ коллективӗ «Сувар» тухать. Шăп кăнтăрла йăлана кӗнӗ «Акатуй пики-2026» конкурс пуçланать. Хӗрсем уявăн чи хитре пикин ятне илессишӗн тупăшӗç.
Шупашкар артисчӗсем те пулӗç уявра, сцена çине вӗсем 13.00 сехетре тухӗç. Çӗпрелсене çак кун Александр Сорокин, Оксана Степанова тата Денис Антипов хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç.

Яланхи пек Акатуйра чăваш ял хутлăхӗсен çурчӗсен куравӗ ӗçлӗ, курма килекенсене вӗсем тутлă апат-çимӗçпе, сăрапа сăйлӗç. Çавăн пекех хăнасем тӗрлӗ мастер-классене тата ача-пăча аттракционӗсене çитсе курма пултарӗç.
Каласа хăвармалла, июнӗн 7-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче Сабантуй иртет. Апла пулсан çитес канмалли кунсенче район хăнисем Тутарстан халăхӗсен туслăхӗпе пӗрлӗхӗн атмосферине туллин туйса илме пултарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев