Ӗçтеше Светлана Колесниковăна «Тутарстан Республикин пичет тата массăллă коммуникацисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ят пачӗç!
Светлана Николаевна Колесниковăна хисеплӗ наградăпа паян, мартăн 5-мӗшӗнче, «Татмедиа» пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин ТР Культура министерствинче иртнӗ коллегийӗнче чысларӗç.
Чăваш Енри Шăмăршă районӗнчи Асанкасси ялӗнче çуралса ӳснӗ ӗçтешӗмӗр «Сувар» хаçат редакцийӗнче 1996 çулхи февраль уйăхӗнченпе тăрăшрӗ. Машинистка, корректор пулчӗ малтан. 1998 çултан пуçласа 2025 çулччен хаçата компьютерпа калăпларӗ. Тутарстан чăвашӗсен пӗртен-пӗр республика хаçачӗн «Суварăн» сăнӗ «Татмедиа» агентствăн ытти филиалӗсен хушшинче хăйнеевӗрлӗхпе палăрса тивӗçлӗ вырăн йышăнтăр тесен нумай тăрăшрӗ вăл. Çавăнпа çакăн пек пысăк хисепе чăннипех тивӗç .

Сăмах май,Светлана Николаевна Колесникова – 35 çула яхăн тухса тăракан «Сувар» хаçатра тăрăшакансенчен «Тутарстан Республикин пичет тата массăллă коммуникацисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» ята тивӗçнӗ пӗрремӗш çын. Редакци коллективӗшӗн пысăк савăнăç кăна мар, пысăк сум та ку. Ӗçтешӗмӗре хисеплӗ ята тивӗçнӗ ятпа чӗререн саламласа çирӗп сывлăх, малашне те çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!
(И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев