Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çуллахи мар çанталăкри хĕрÿ тунир

Ачасене хÿтĕлемелли куна халалланă турнир Пăвара хĕрсе кăна пырать-ха, пĕри те "Сувар"кубокне вĕçертесшĕн мар.Футбол уйне паян тăватă районтан çичĕ команда тухрĕ.

Çак самантсенче Пăвари Трусенев ячĕллĕ стадионра "Сувар" хаçат кубокĕшĕн Пăва, Çĕпрел,Теччĕ тата Чăваш Енри Елчĕк районĕсен çамрăк футболисчĕсем кĕрешеççĕ.Çанталăк пĕрре те çуллахи мар пулсан та, стадионри атмосфера Тĕнче чемпионатĕнчинчен кая мар.Пĕрремĕш гол, пĕрремĕш çĕнтерÿ...Тренерсем хăйсен спортсменĕсемшĕн мĕнле пăшăрханнине курасчĕ сирĕн.Пĕр сăмахпа, чăваш футболне курас тесен, çак стадиона килмелле.Турнир вăй илсе пырать кăна пулсан та, фаворитсем паллă.Футболистсем кунта чăнах та ячĕшĕн кăна килмен.Сăмах май, Пăвари, Çĕпрелпе Теччĕ командисем пĕрремĕш хут тĕл пулмаççĕ,пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ, вăйĕсене лайăх чухлаççĕ пулсан, елчĕксемшĕн вара  Тутарстанри пĕрремĕш тĕлпулу ку.Республикăри "Сăран мечĕк" турнирăн районти, зонăри çĕнтерÿçи пулнăскер вăл пĕрремĕш вăйăрах Рункă командине 4:0

шутпа çĕнтерме те ĕлкĕрчĕ.Çак вăйă турнирти лару-тăрăва тата хĕрÿрех турĕ тесен те юрать, кубока никам та вĕçертесшĕн мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт