Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Çырчаллисем Уяв пуçларӗç

Майăн 21-мӗшӗнче Çырчалли хулинче пурăнакан чăвашсем Уяв пуçларӗҫ. Мероприяти хулари «Победа» культурăпа кану паркӗнче иртрӗ. Вырăнти Чăваш наципе культура автономийӗ ăна акă ӗнтӗ 35-мӗш хут ирттерчӗ. Уяв картине пӗчӗккисем те, аслисем те тăчӗç.

Праçнике Çырчаллинчи «Чӗкеç» чăваш халăх ансамблӗпе «Путене» ача-пăча клубӗ илемлӗ прологпа уçрӗ. Унтан кăмăл тăвакансем пурте ятарлă йывăç çине чи-чи пысăк ӗмӗт çинчен шутласа хăю çыхрӗç.

Пухăннисене Çырчалли хулин Автозавод районӗн администраци пуçлăхӗ Айрат Хуснуллин тата хулари Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Александр Павлов саламларӗç, халăх йăли-йӗркисене упранăшăн тав турӗç.

Пухăннисем ушкăнпа алран-алла тытса та юрларӗç, такмаласа ташларӗç те, концерт номерӗсем те кăтартрӗç. Чăвашсен кăна мар, тӗрлӗ халăхăн юрри-ташши пулчӗ мероприятире. Акă, тӗслӗхрен, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Дания Сибагатуллина тутарла юрăсемпе савăнтарчӗ.

«Марий Сем» мари халăх ансамблӗ (ертӳçи Евгения Селезнева) «Тывырдык» ташшипе илӗртрӗ, мари культурин «Эрвий» клубне çӳрекенсем арçынсен хаваслă ташшине ташлама вӗрентрӗç.

Элмет районӗнчи Пӳсрекри «Палан» чăваш халăх ансамблӗ те (ертӳçи Инна Лисина) йăхташсене саламлама ятарласах юрă-ташăпа килсе çитнӗ. «Кам кама» такмаксен конкурсне хутшăнакансем такмакласа пурин кăмăлне те çӗклерӗç.

Вырăнти ЧНКА мероприятие йӗркелесе ирттерме пулăшнăшăн «Чӗкеç» ансамбле, Çырчалли хулин Ӗçтăвкомне, Культура управленине тата «Родник» Туслăх Çуртне тата чăваш мероприятине курма килсе тӗрев паракансене тав тăвать.

 

Сăнӳкерчӗксем Çырчаллинчи «Родник» Туслăх Çурчӗн.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Национальные праздники