Декабрӗн 19-мӗшӗнче тӳрӗ линипе çулсерен иртекен пысăк пресс-конференци иртет
Тӗп хыпар

Декабрӗн 19-мӗшӗнче тӳрӗ линипе çулсерен иртекен пысăк пресс-конференци иртет

Раççей Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ линипе пысăк пресс-конференцие кăçал та пӗрле ирттересси çинчен kremlin.ru сайт пӗлтерет.

Мероприяти декабрӗн 19-мӗшӗнче 12 сехетре пуçланать. Патшалăх ертӳçи ҫулталăка пӗтӗмлетсе журналистсемпе Раççей çыннисен ыйтăвӗсем çине хуравлӗ.

Ыйтусене паянтан, декабрӗн 4-мӗшӗнчен яма юрать.  Вӗсене 8-800-200-40-40 нумай каналлă тӳлевсӗр телефонпа, 0-40-40 СМСпа, мобильлӗ приложени урлă тата moskva-putinu.ru (москва-путину.рф) сайтра çырма пулать.

 


прямая линия Президент РФ

Нет комментариев