Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Дмитрий Анатольевич Самаренкина çуралнă кун ячӗпе саламлатпăр!

Паян, июнӗн 3-мӗшӗнче хăйӗн çуралнă кунне хисеплӗ çыннăмăр, Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, «Казанский жировой комбинат» УАО Директорсен канашӗн председателӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН паллă тăвать.

Çак паллă кунпа эпир ăна чун-чӗререн саламлатпăр!  Тата паллах тав сăмахӗсем калатпăр.  Эсир тӗрев панипе чăваш культурине, чӗлхине аталантарассипе чылай проектсем пурнăçланса пыраççӗ.

Хаклă тусăмăра çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, çемьере телейпе тату пурнăç, ӗçре ăнăçупа пысăк çитӗнӳсем сунатпăр. Сирӗн çумăрта ялан чи юратнă çыннăрсемпе шанчăклă туссем пулччăр, лартнă тӗллевсем патне çул чăрмавсăр пултăр, мӗн ӗмӗтленни пурнăçа кӗрсе пытăр!

ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗсем, «Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана Самаренкин ЧНКА в РТ