Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Дмитрий Анатольевич Самаренкина çуралнă кун ячӗпе саламлатпăр!

Хисеплӗ çыннăмăр, Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, «Казанский жировой комбинат» УАО Директорсен канашӗн председателӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН паян, июнӗн 3-мӗшӗнче çуралнă кунне паллă тăвать.

Вăл 1969 çулхи июнӗн 3-мӗшӗнче Çырчаллинче Анатолий Константиновичпа Зоя Николаевна Самаренкинсен çемйинче çуралнă. Ачаран вӗренӳре те, ӗçре те, спортра та хастар та активлă пулнă. Çак паха енсем ăна Хусанти патшалăх финанспа экономика институтӗнчен вӗренсе тухсан малалла ӳсме, карьера тума пулăшнă. Ӗç биографийӗ ун пуян, патшалăх наградисем те йышлă. 2009 çулта «Раççейӗн тава тивӗçлӗ гражданинӗ» ордена, 2019 çулта «Тутарстан Республики умӗнчи тивӗçсемшӗн» орден медальне тивӗçни мăнаçлантарать. Чăваш наципе культура автономийӗн Канаш председателӗ пулса та вăл курăмлă ӗçсем турӗ, малашнехи плансем те пысăк. 

Чунтан тав тăватпăр ăна çак ӗçшӗн. Эсир тӗрев панипе чăваш культурине, чӗлхине аталантарассипе тата упрассипе нумай  проект  пурнăçланса пырать. 

Мӗнпур кăмăлтан Дмитрий Анатольевича  çуралнă кунпа саламласа çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, çемьере телейпе тату пурнăç, ӗçре ăнăçупа пысăк çитӗнӳсем сунатпăр. Сирӗн çумăрта ялан чи юратнă çыннăрсемпе шанчăклă туссем пулччăр, лартнă тӗллевсем патне çул чăрмавсăр пултăр, мӗн ӗмӗтленни пурнăçа кӗрсе пытăр! 

«Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем, ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана общество Самаренкин