Екатерина Петровна ПЕТРОВĂНА чаплă юбилейпе саламлатпăр!
Пăва районӗнчи Шемек ялӗнче пурăнакан пирӗн хаклă та юратнă çыннăмăра Екатерина Петровна ПЕТРОВĂНА чаплă юбилейпе – 80 çул тултарнă ятпа – пӗтӗм кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр!
Пăва районӗнчи Шемек ялӗнче пурăнакан пирӗн хаклă та юратнă çыннăмăра Екатерина Петровна ПЕТРОВĂНА чаплă юбилейпе – 80 çул тултарнă ятпа – пӗтӗм кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр!
Сана çирӗп сывлăх, ăнăçу, тивлет сунатпăр. Емӗтленнисем çитсе пыччăр, пуçланă ӗçсем пурнăçланччăр. Савăнса пурăн, кулленхи кашни самантшăн хӗпӗрте. Малашне те пархатарлӑ ӗçлеме вӑй-хӑват сунатпӑр. Çумӑрта яланах юратнă мăшăру, çывӑх çыннӑрсемпе шанчӑклӑ тусӑрсем пулччӑр. Ачасемпе, мăнуксемпе савӑнса, ырӑ курса пурӑнмалла пултӑр. Вӗсем куç тулли телей парнелеччӗр. Сӑн-питӳ ялан савӑнӑçпа ялкӑштӑр, çӗр çинчи мӗн пур таси, ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр çулпа уттӑр. Пирӗн çакăн пек маттур та юратакан çын юнашар пулнăшăн эпир телейлӗ.
Ан чирле, ан ватӑл нихӑçан,
Пул хаваслӑ, кӑмӑллӑ ялан.
Ӑшшуна паратӑн-çке чунтан,
Эсӗ хаклӑ пире ылтӑнран.
Мăшăрӗ, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем,
ывăлӗсемпе кинӗсем, мăнукӗсем, хăти, тăхлачăсем, тăванӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Сывлӑх, сывлӑх тата пысӑк сывлӑх сунатӑп. Эпир Ҫӗнӗ- Мертлӗсем.
0
0