Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Эпӗ суйларăм, эсир?

Хăтлă ял-хулара, республикăра пурăнасси санран, манран, пиртен пуринчен килет. Çавăнпа гражданла тивӗçе пурнăçласси кашнин тивӗçӗ. Паян, сентябрӗн 8-мӗшӗ – Пӗрлехи суйлав кунӗ. Тутарстан Патшалăх Канашӗн VII вулавне депутатсем суйлать. Суйлав участокӗсем кашни ял-хулара ирхине 7 сехетре уçăлса кпаçхине 20 сехетчен ӗçлеççӗ.

Аса илтеретпӗр, парламента пирӗн 397 кандидатран 100-шне суйламалла. Тупăшу хӗрӳ. Камшăн сасăласси кашни çыннăн ирӗкӗ. Тӗп суйлав комиссийӗнче пурӗ пилӗк парти: «Новые люди», «ЛДПР», «Справедливая Россия – За правду», «Единая Россия», «КПРФ» – регистрациленнӗ.

Кашни парти тата пӗр мандатлă округсенчен тăратнă кандидатсен списокӗ (кашни кандидат çинчен информаци те) Тӗп суйлав комиссийӗн сайтне вырнаçтарнă.

Паян çаплах 38 районта муниципаллă депутатсен суйлавӗ те, 497 кандидатран район çыннисем 145-шне суйламалла.

Суйлав участокӗсем ирхине 7 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ӗçлеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2024