Фарид Мухаметшин район депутачӗсене Элмет хулин пуçлăхӗпе паллаштарчӗ
Гюзель Хабутдиновӑна Тутарстан Республикин Элмет районӗнчи Элмет хулин пуçлӑхне суйланӑ. Çакăн пек йышăну тунă Элмет хула Канашӗн пиллӗкмӗш пухăвӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче. Гюзель Хабутдинова кандидатурине вырăнти депутатсене пӑхса тухма Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин сӗннӗ.
Гюзель Хабутдиновӑна Тутарстан Республикин Элмет районӗнчи Элмет хулин пуçлӑхне суйланӑ. Çакăн пек йышăну тунă Элмет хула Канашӗн пиллӗкмӗш пухăвӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче. Гюзель Хабутдинова кандидатурине вырăнти депутатсене пӑхса тухма Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин сӗннӗ. 2024 çулхи ноябрь уйӑхӗнчен пуçласа Гюзель Хабутдинова Элмет районӗн Ӗç Тӑвакан комитечӗн ертӳçи вырӑнӗнче ӗçленӗ.

Фарид Мухаметшин элметсене, республикӑри нефтеградӑн хула тата район активне, суйлав кампанийӗсене ӑнӑçлӑ йӗркелесе ирттернӗшӗн тав тунă. «Элмет суйлав кампанине, республикăрипе танлаштарсан ӑнӑçлӑ ирттерчӗ, - палӑртрӗ парламент пуçлӑхӗ. - Республика Раисӗн суйлавне Элмет хулинчи суйлавçӑсен 81 проценчӗ хутшӑннӑ, вӗсенчен 87,43 проценчӗ Рустам Миннихановшӑн сасӑланӑ. Районти суйлав участокӗсене килнисен шучӗ – 89,95 процент. (суйлавçӑсен 88,15 проценчӗ Рустам Миннихановшăн хӑйсен сассисене панӑ)».
Муниципаллă суйлавсем икӗ хулапа 35 ял хутлăхӗнеч иртнӗ. Пурӗ 314 пӗр мандатлӑ суйлав округӗ. Элмет хула Канашӗн депутачӗсен суйлавне хутӑш тытӑмпа ирттернӗ: 15 депутат пӗр мандатлӑ округсенчен, тепӗр 15-шӗ парти списокӗпе. Элмет районӗн тӗрлӗ шайри канашӗсене пурӗ 328 депутат суйланнӑ.
Фарид Мухаметшин сасăлава суйлавçăсен самай ытларах пайӗ хутшăнни çынсем республика ертӳçисен ӗçӗсене ырланине, вӗсем йышăннă аталану курсӗпе килӗшнине пӗлтерет тесе палăртнă. «Элметсем тата республикӑн нефть тăрăхӗ малашне те ӑнӑçлӑ ӗçлени питӗ пӗлтерӗшлӗ. Нефтяниксем яланхи пекех республикӑн социаллӑ пурнӑçӗпе экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хываççӗ» – тенӗ парламент пуçлăхӗ.
Хула Канашӗн ларăвӗн кун йӗркинчи тӗп ыйту Элмет хула пуçлӑхне суйласси пулчӗ.
Фарид Мухаметшин Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов ятӗнчен Элмет хулин пуçлӑхне суйланма Гюзель Хабутдинован кандидатурине сӗнчӗ.
«Суйлав кампанийӗ элметсем хальхи влаçа йышăннине, ӑна шаннине кӑтартрӗ, - палӑртрӗ парламент пуçлӑхӗ. – Гюзель Мударисовна хӑйӗн ӗçлес пултарулӑхне, çынсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлнине кăтартрӗ. Унӑн кандидатурине нефтяниксем те ырласа йышăнчӗç. Хăйӗн опычӗпе, авторитечӗпе Элметре кăна мар республикӑра та палăрчӗ. Çынсем ăна шаннине иртнӗ суйлавра Гюзель Хабутдиновӑн пысăк кӑтартӑвӗ те çирӗплетет – 70,22 процент», – терӗ Фарид Мухаметшин.

Фарид Мухаметшин Гюзель Хабутдинова ӗçленӗ хушăра Элметре çӗнӗ ӗç вырӑнӗсем, промышленность предприятийӗсем йӗркеленнине палӑртрӗ. Пӗчӗк тата вӑтам бизнесӑн пӗтӗмӗшле продукчӗсен тӳпи 6 процента ӳснӗ. 20 пин ытла харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем регистрациленнӗ, 7 промпарк ӗçлет. Нефтеграда тирпей-илем кӗртес тата элметсен пурнӑç пахалӑхне ӳстерес тӗлӗшпе нумай ӗç тӑвăнать паян кунта.
Парламент пуçлӑхӗ ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен çемйисене пулӑшассипе çыхăннă ыйтусем çинче уйрӑммӑн чарӑнчӗ, элметсене гуманитари тиевӗсене час-час ăсатассипе пысӑк ӗç тунӑшӑн тав турӗ.
Фарид Мухаметшин сăмахӗпе, Гюзель Хабутдинова ӗçре хăйне ӗçчен, тӗллевлӗ, яваплӑ тата пуçаруллӑ ертӳçӗ пек кӑтартнӑ.
«Шанатӑп, яваплӑ ертӳçӗ пулса Гюзель Мударисовна элметсен, районта пурăнакансен тата пӗтӗм республикӑмӑрӑн ырӑ пуласлăхӗшӗн чи кӑткӑс тӗллевсене ӑнӑçлӑ пурнӑçлӗ», – тенӗ сăмаха вӗçлесе Фарид Мухаметшин.
Гюзель Хабутдинова кандидатурине депутатсем пӗр саслӑн ырласа çирӗплетнӗ.
Фото: https://tatarstan.ru
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев