Фарид Мухаметшин шучӗпе, Тутарстанпа Турцин тăванла хутшăнăвӗсенче халăх дипломатийӗн институчӗсем пысăк вырăн йышăнаççӗ
ТР Патшалăх Канашӗ Раççей регионӗсенчи, ют çӗршывсенчи парламентсемпе ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелессине пысăк тимлӗх уйăрать. Паян, февралӗн 3-мӗшӗнче турккăсене йышăнчӗç парламент çуртӗнче.
ТР Патшалăх Канашӗ Раççей регионӗсенчи, ют çӗршывсенчи парламентсемпе ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелессине пысăк тимлӗх уйăрать. Паяна Раççей субъекчӗсенчен 40-ӗпе ӗçлӗ çыхăнусем йӗркеленӗ (пурӗ 47 килӗшӳ), ют çӗршывсемпе – 11 килӗшӳ. Час-часах вӗсен хушшинче ӗçлӗ тӗлпулусем, пӗрлехи ларусем иртеççӗ.
Паян, февралӗн 3-мӗшӗнче турккăсемпе ӗçлӗ тӗлпулу иртрӗ.

ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Турцин Аслӑ Наци Пухӑвӗн (Турци парламенчӗ) депутачӗсемпе, Тӗрӗслӗхпе аталану партийӗн председателӗн çумӗпе Кюршад Зорлупа тата «Турци – Беларусь» парламент туслӑх ушкӑнӗн председателӗпе Сельман Огузхан Эсерпа тӗл пулнӑ.
«Пирӗн республикăна килсе кайни, тӗлпулусемпе ӗçлӗ калаçусем ирттерни, пирӗн экономика тата инвестици потенциалӗпе, пуян культура еткерӗпе паллашни Тутарстан, унăн пуçарăвӗсем çинчен шухăшлав йӗркелеме пулăшасса шанатăп. Ку пирӗн туслă çыхăнусене çирӗплетме пулăшӗ», – тенӗ Фарид Мухаметшин хăнасене парламент çуртӗнче йышăнса.
Икӗ енлӗ хутшăнусем пирки каласа вăл Турци Республикин парламенчӗ Тутарстан Патшалӑх Канашӗнпе ӗçлӗ хутшăнусем йӗркеленӗ пӗрремӗш ют çӗршыв партнер пулнине палӑртрӗ. 1995 çулхи октябрӗн 30-мӗшӗнче Турцин Аслӑ Наци Пухӑвӗпе ТР Патшалӑх Канашӗн пӗрле ӗçлессипе йӗркеленӗ протоколӗпе килӗшӳллӗн депутатсен хутшăнăвӗсем активлă пулмалла. Çавăн пекех закон кăларас енӗпе пӗр-пӗрин опычӗпе тата текстсемпе ылмашăнма, пӗрлехи консультацисем ирттерме тата ытти енӗпе ӗçлеме калаçса татăлнă. 2015 çулхи апрель уйăхӗнче вара хутшăнусене çӗнетес тӗллевпе тепӗр документ хатӗрленӗ. Сăмах пур енлӗ ӗçлессипе Меморандум çирӗплетни пирки пырать.

Фарид Мухаметшин шучӗпе, Тутарстанпа Турцин тăванла хутшăнăвӗсене аталантарассинче халăх дипломатийӗн институчӗсем пысăк вырăн йышăнаççӗ. Паянхи куна республикăра икӗ пин ытла турккă çынни пурăнать. Вӗсем хăйсен «Анадолу» наципе культура автономине те йӗркелесе янă.
Кюршад Зорлу тутарстансене ăшă кӗтсе илнӗшӗн тав тунă. «Сирӗнпе хăвăрпа, патшалăх ӗçӗнчи пысăк опытлă çынпа, паллашма май килни маншăн пысăк чыс господин Мухаметшин, – тенӗ хисеплӗ хăна. – Кунта пулнă хыççăн халӗ Турци компанийӗсем мӗншӗн тутарстансемпе ӗçлеме кăмăл тунине ăнланатăп. Тепӗр лайăх кăтарту – пирӗн çӗршывсен ертӳçисен тӳрӗ хутшăнăвӗсем».

Турци делегацийӗ Хусана килнин тӗллевӗ – çӗршывсем хушшинчи суту-илӳпе экономика хутшӑнӑвӗсене çирӗплетесси тата аталантарасси. «Турккӑ инвесторӗсемпе компанийӗсен ӗçлеме тата ытларах майсем пулччӑр, инвестици хывас тӗллевпе çӗнӗ облаçсемпе паллашчӑр тесе тӑрӑшатпӑр. 2026 çул Турцишӗн Тутарстана хывнă инвестицисен çулталӑкӗ пултӑр тесе сӗнӳ те пур пирӗн», – терӗ Кюршад Зорлу.
Тутарстанра халăхсен хушшинчи шайра нумай мероприяти иртнине асăрхаса унта турккăсен активлă хутшăнмаллине каларӗ. «Киле таврăнсан эпир хамăрăн ертӳçӗсене кун пирки çитерӗпӗр. Çак мероприятисене чи çӳллӗ шайра хутшăнма мӗн кирлине йăлт тăвăпăр», – терӗ делегаци пуçлăхӗ. Ун шучӗпе Турципе Тутарстанăн хутшăнăвӗсем мӗн чухлӗ çирӗпрех çавăн чухлӗ Турципе Раççей хутшăнăвӗсем те çирӗпленсе пырӗç. Паллах, ку ӗçре парламентарисен пысăк витӗмне палăртрӗç.

Патшалăх Канашӗн çуртӗнче иртнӗ ӗçлӗ тӗлпулӑва Турци Республикин Раççей Федерацийӗнчи Чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ Элчи Танжу Бильгич, Турци Республикин Хусанти генеральнӑй консулӗ Угур Йылмаз, ТР Премьер-министрӗн çумӗ Роман Шайхутдинов, ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов, Патшалӑх Канашӗн Секретарӗ Лилия Маврина, вӗрентӳ, культура, наукăпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ Айрат Зарипов хутшӑнчӗç.
Сăнӳкерчӗк https://gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев