Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Фарид Мухаметшин Хусанти юридици форумӗ тӗнче умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусене татса пама ӑнӑҫлӑ вырӑн пулнине палӑртрӗ

Паян, октябрӗн 3-мӗшӗнче, Хусан Ратушинче парламентарисемпе юристсен ӗҫлӗ ларӑвӗ иртрӗ.

"Парламентсен хутшӑнӑвӗсем представительнӑй власть аталанӑвӗн факторӗ пек" темӑпа иртрӗ ТР Патшалӑх Канашӗн Хусанти юридици форумӗн шайӗнчи ларӑвӗ. Вӑл Хусанти Ратушӑра иртрӗ. 

Унта ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, Федераци тата регион шайӗнчи, ют ҫӗршывсен патшалӑх власть органӗсен, наука сообществисен представителӗсем хутшӑнчӗҫ. Раҫҫей регионӗсен, ют ҫӗршывсен парламенчӗсен представителӗсем видео-режим майӗпе хутшӑнчӗҫ. 

Фарид Мухаметшин хӑй докладӗнче Раҫҫей, тӗнче умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухма Хусанти юридици форумӗ ӑнӑҫлӑ площадка пулса тӑнине палӑртрӗ. 

Тутарстанӑн тӗп хӑйевӗрлӗхӗ нумай нацилӗхре пулнине асӑнчӗ. Фарид Мухаметшин ТР Патшалӑх Канашӗ Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи 46 парламентпа ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркеленине каласа ку ӗҫ малаллах аталанса пынине палӑртрӗ. 

Ларӑвӑн тӗп теми шӑпах парламентсен хушшинчи туслӑ хутшӑнусене аталантарассипе, закон кӑларас ӗҫе лайӑхлатса пынипе ҫыхӑннӑ. 

ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ ют ҫӗршывсем Раҫҫее хирӗҫ санкцисем йышӑнса тата ытти мелсемпе хӗсӗрлесе пирӗн ҫӗршыври лару-тӑрӑва тустарас тенӗ чухне парламентарисен ӗҫӗ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗш йышӑннине палӑртрӗ. 

Фарид Мухаметшин кӗскен республика парламенчӗн пур енлӗ ӗҫӗпе паллаштарчӗ. 

Секци ӗҫне РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫей академийӗн Патшалӑх службипе управленийӗн институчӗн парламентаризмпа парламентсен хутшӑнӑвӗсен кафедрин заведующийӗ Валерий Бакушев йӗркелесе пычӗ. 

Хусанти юридици форумӗ пӗлтерӗшлӗ пулӑм. 2024 ҫулта унта Раҫҫейпе ют ҫӗршывсенчен пӗтӗмпе 1200 ҫын хутшӑнчӗ. 60 ытла секци ӗҫне 300 яхӑн спикер хутшӑнчӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет