Февралӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 3-мӗшӗччен Хусанта «Игры Будущего» Пӗтӗм тӗнчери турнир
Кун пек ăмăртусем хальччен тӗнчере пулман-ха, ăна Раççей пуçласа йӗркелет. Киберспортпа вăй-хал спортне пӗрлештерекен çӗнӗ спорт тӗсӗ пӗтӗм тӗнчешӗн интереслине 107 çӗршывран 277 команда, пӗтӗмпе 2000 ытла спортсмен, килме кăмăл туни, турнира кашни континентра (пурӗ 200 площадкăра) кăтартасси те çирӗплетет. Тӗнче шайӗнчи мероприяти кураканшăн та кăсăклă пуласса шантарать, кашни площадкăрах ятарласа вӗсем валли тӗрлӗ интерактивсем хатӗрленӗ. Хальлӗхе билетсем пур-ха, анчах туянма васкамалла, мӗншӗн тесен юнкун тӗлне 80 пин билетран 73 процентне сутса пӗтерни паллă пулчӗ.
ТР спорт министрӗ Владимир Леонов сăмахӗсемпе, «Игры Будущего» мультиспорт турнирӗ Раççейӗн çӗнӗ проекчӗ. Вăл харăсах икӗ тӗллеве пурнăçлать: пӗрремӗшӗнчен, Раççей çӳллӗ технологиллӗ çӗршыв пулнине, иккӗмӗшӗнчен, тӗнчешӗн уççине кăтартать. Хӗвеланăç хуçисем тем пек тăрăшсан та, Раççей пек пысăк çӗршыва ыттисенчен ниепле те хупма çуккине Хусана пӗтӗм тӗнчерен спортсменсемпе хăнасем килме кăмăл туни çирӗплетет. Ку турнир инновациллине, кăткăссине, стандартлă маррине палăртрӗ министр «Татар-информ» агентствăра иртнăӗ пресс-конференцире. Юлашки 10–15 çулта тӗнче шайӗнчи ăмăртусене самай ирттернӗ Хусан командишӗн те нумай çӗнӗ пӗлӳ парса хăнăхусене вӗрентет. Апла пулсан та мероприятие çӳллӗ шайра иртессе шанаççӗ йӗркелӳçӗсем. Çакăн валли вӗсем мӗн кирлине йăлт тунă, тӗнчери лару-тăру мӗнлине кура хăрушсăрлăх çине уйрăм тимлӗх уйăрнă.
Тӗпрен илсен, Хусан «Игры Будущего» турнира хатӗр. Çакна РФ Правительствин Председателӗн çумӗ Д. Чернышенко ытларикун Хусана килсе ТР Раисӗпе Р.Миннихановпа тата РФ спорт министрӗн çумӗпе А.Кадыровпа ăмăртусем иртекен кашни площадкăна çитсе вӗсен хатӗрлӗхне тӗрӗсленӗ, волонтерсемпе курса калаçнă хыççăн пӗлтернӗ. Сăмах май, «Игры Будущего» турнирта 30 çӗршывран пурӗ 2 пин ытла волонтер ӗçлӗ. Тӗнче ăмăртăвне хатӗрленнӗ май, мӗн çине ытларах тимлӗх уйăрмаллине йӗркелӳçӗсем маларах 10 Фиджитал-вăййи ирттерсе пăхнă. Ун чухнех Хусанта Китай, Инди, Филиппин, ЮАР, Бразили, Перу тата ытти çӗршывсен командисем тупăшнă.
«Игры Будущего» Пӗтӗм тӗнчери мультиспорт турнирне Хусанти «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗн уйрăм павильонӗнче февралӗн 21-мӗшӗнче хаваслă лару-тăрура уçӗç те мартăн 3-мӗшӗнче хупӗç. Церемонисене федераллă телеканалсем тӳрӗ эфирта кăтартӗç. Ăмăртусене «Матч ТВ» тата интернетри VK Play Live пек платформăсенче пăхма пулӗ.
Турнира хутшăнакансем пӗтӗмпе 21 дисциплинăпа ăмăртӗç. 16-шӗ тӗп, тепӗр 5-шӗ анлăлатнă программăра пулӗç. Ăмăртусене пӗтӗмпе 5 направлени çине пайланă.
1. «Спорт». — классикăлла спорт тӗсӗсемпе цифра аналогӗсене пӗрлештерет. Урăхла каласан, спортсменăн компьютер кнопки çине пусма пӗлнипе пӗрлех вăй-хал çирӗплӗхне футбол, баскетбол, хоккей, гонки, кӗрешӳ, скейтбординг, велогонка BMX тӗсӗсенче кăтартмалла.
2. «Тактика» — тактика шутерӗсемпе Warface, CS 2, Standoff 2 лазертагри ăмăртусем.
3. «Стратеги» — Dota 2, Mobile Legends: Bang Bang и Мир Танков вăйă форматӗнчи çар аренисенчи ăмăртусемпе чăтăмлăха тӗрӗслемелли тӗрӗслевсем.
4. «Хăвăртлăх» — вăйăсене хăвăрт иртесси (спидран) + суперфинал.
5. «Технологи» — роботсемпе дронсен ăмăртăвӗ, спорт программированийӗ, ташă симуляторӗ, VR-ритм симуляторӗпе кибатлетика.
Ăмăртусем пӗтӗмпе 10 площадкăра, çав шутра циркра та иртӗç. Вăхăтлăха спорт аренине çаврăннăскерте роботсем тупăшӗç. Федераллă комитетпа калаçса пӗр объекта кăна Сочи хулине куçарма тивнине пӗлтерчӗ спикер. Фиджитал-гонка ăмăртăвӗ валли ятарлă трасса унта пуррипе çыхăннă ку.
Тутарстан командисем тӗпрен илсен «Стратеги», «Тактика» направленисемпе тупăшӗç. Çаплах баскетбол, хоккей вăййисенче, BMX гонкинче вăй виçӗç. Турнирăн пӗтӗмӗшле приз фончӗ 10 миллион долларпа танлашнă. Турнирăн символӗ те хăйне евӗрлӗ, вăл — Тӗнче вут кайăкӗ. Ăна Тутарстанпа Санкт-Петербург студенчӗсем нейросетьсемпе усă курса хатӗрленӗ.
Йӗркелӳçӗсем спорта халăхра ытларах сарас тӗллевпе ятарласа паллă спортсменсене чӗннӗ. Вӗсен шутӗнче кӗрешӳçӗсем Р.Фахретдинов, Ш. Магомедов (Раççей), Д. Уокер (Бразили), Р.Физиев (Азербайджан), футболистсем А.Аршавин, А.Дзюба, хоккеистсем Д. Зарипов, П.Дацюк, И.Ковальчук, Е.Артюхин, М.Афиногенов, А.Семин, С. Мозякин, В.Кошечкин тата ыттисем, вӗсемпе тӗлпулусем, автограф сессисем те пулӗç.
Ăмăрту площадкисене çитме меллӗ пултăр тесе «Казань Экспо» курав центрне «Çӗнтерӳ проспекчӗ» метро станцийӗнчен тӳлевсӗр автобуссем яраççӗ. Çаплах чукун çул вокзалӗнчен электричкăпа ăмăртусене туяннă билетсем тăрăх тӳлевсӗрех Хусан аэропортне кайма пулать.
Куракансене «Казань Экспо» курав центрӗнче тепӗр çӗнӗлӗх — «Малашлăх хули» кӗтет. Малашне пире мӗн кӗтнине кăтартӗ вăл. Çавăнпа министр пурне те темиçе илтиччен, пӗрре те пулсан пырса курма йыхравларӗ. (Сăнӳкерчӗк https://gofuture.games сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев