Газовика савăнса кӗтсе илмелле
Газпа хăрушсăрлăх техникине пăхăнмасăр усă курнипе çуллен нумай çын шар курать. Шел, вилекенсем те пур. Кăçалхи 7 уйăхра кăна республикăра тӗрлӗ инкексен 213 пулăмне шута илнӗ. Çав шутран сӗрӗм тивнипе 28 çын аптранă, вӗсенчен 8-шне çăлса хăварайман. Газ сирпӗннипе 59 пушар тухнă, вӗсенче 30 çын пурнăçӗ татăлнă. Ытти пулăмсем газ пăрăхӗсем йӗркерен тухнипе (19 тӗслӗх), шăршă тухнипе (79), газ пăрăхӗсем шыв айне пулнипе (28) çыхăннă.
«Газовик сирӗн килӗре килсен ăна уçса кӗртме кăна мар, савăнса кӗтсе илмелле. Мӗншӗн тесен ун тӗрӗслевӗнчен сирӗн пурнăç хăрушсăрлăхӗ килет», – терӗ ТР Патшалăх çурт-йӗр инспекцийӗн пуçлăхӗ – ТР тӗп патшалăх çурт-йӗр инспекторӗ Александр Тыгин ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ ытларикунхи брифингра. Унăн теми – газификаци тата газ распределенийӗпе газпа усă курассин системин цифровизацийӗпе эксплуатацийӗ.
Спикерсен шутӗнче «Газпром трансгаз Казань» тулли мар яваплăхлă обществăн сотрудникӗсем – генеральнăй директорӗн экономикăпа финанс енӗпе çумӗ Руслан Фатхлисламов, юсавпа тӗп строительство енӗпе çумӗ Рустем Хамматов, производство енӗпе çумӗ Рамис Саляхов пулчӗç.
Инспектор палăртнă тăрăх, Тутарстанра тӗрӗслев ӗçӗсем 100 проценчӗпех пурнăçланса пыраççӗ. Газовиксем 12 пин пулăма асăрхаса çынсене инкекрен çăлса хăварнă.
Александр Тыгин сăмахӗпе, чи пысăк сăтăр – харпăр кил-çурта е ытти тӗллевлӗ объекта газ пăрăхӗпе çыхăнтарнă чух горгаз сервисӗпе усă курманни. Вӗсем хăйсем пӗлнӗ пек пăрăхпа çыхăнса хăйсене кăна мар, ыттисене те пысăк хăрушлăха кӗртсе ӳкереççӗ. Ку енӗпе Хусанпа Элмет малта пыраççӗ. Ытти хуласемпе районсенче газ кӗртессине правилăсене пăхăнса йӗркерен тухмасăр татса пама тăрăшаççӗ.
2024 çулхи январӗн 31-мӗшӗнчен норматив базисем улшăннине аса илтерчӗ инспектор. Газ хатӗрӗсен эксплуатацийӗн хăрушсăрлăхӗ çавăнтанпа ТР Патшалăх çурт-йӗр инспекцийӗн яваплăхӗнче.
Шел те, асăрхаттарса тăрсан та норматива пăхăнмасăр газ кӗртессин, усă курассин тӗслӗхӗсем пайтах. Инспектор хăш-пӗрин çинче уйрăммăн чарăнчӗ. Лайăш районӗнчи Кивӗ Пристань ялӗнчи, Ешӗлварти, Рыбная Слобода хула евӗр поселокри хăш-пӗр çуртсенче вентиляци каналӗсем кирпӗч стенасем ишӗлнипе, çӳп-çаппа тулнипе тата ытти сăлтава пула юрăхсăра тухнă. Ку йышши тӗслӗхсем ытти районсемпе хуласенче те тӗл пулаççӗ. Тӗпрен юсав тунă чух газ пăрăхӗсене кафель айне хăварни, газ котелне вентиляци каналӗн системипе çыхăнтарни тата вентиляци каналне питӗрни час-час пулать. Александр Тыгин газпа тирпейлӗ пулмаллине, газ кӗртнӗ чух хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине асăрхаттарса каларӗ.
Тӗрӗслени ытлашши мар
Рамис Саляхов та инкексен сăлтавӗсем мăрьесемпе вентиляци каналӗсем юрăхсăра тухнипе, кирлӗ мар çӗрте вытяжкăсем лартнипе, газпа правилăсене пăхăнмасăр усă курнипе çыхăнни çинче чарăнчӗ. Сӗрӗмпе наркăмăшланас мар тесен газ оборудованийӗсем вырнаçтарнă пӳлӗмсене тăтăш уçăлтарса тăмаллине, çуллен виçӗ хутчен сахал мар мăрьесемпе вентиляци каналӗсене тата газ хатӗрӗсене тӗрӗслемеллине асăрхаттарчӗ.
Йӗркене пăснă тӗслӗхсене пула кăçал нумай хваттерлӗ 59 çурта газ пама пăрахнă. Хăрушсăрлăх шайне ӳстерес тӗллевпе малашне газ колонкисем вырăнне вӗри шывлă ăшă системин программи çине куçма, газ хатӗрӗсене электричествăллисемпе ылмаштарма та шутлаççӗ.
Тутарстанра 50 809 километр газ сечӗнчен 278-шӗ хуçасăр. «Газпром трансгаз Казань» компани халӗ вӗсене харпăрлăха пама хатӗрленет. Кам-тăр вӗсемшӗн яваплă пулмалла-çке?
Паяна газ тивӗçтерӗвӗ республикăра 97,8 процентпа танлашать. Ку Раççейӗпе те чи çӳллӗ кăтартусенчен пӗри. Газ кӗртессин программипе килӗшӳллӗн (унпа уйрăм çынсем кăна усă кураяççӗ), газ пăрăхӗсене çӗр пайӗ патне çитиччен тăсасси тӳлевсӗр. Социаллă пӗлтерӗшлӗ объектсене газ кӗртесси вуçех те тӳлевсӗр. Çавсен шутӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем, пӗтӗмӗшле практика тухтăрӗсен кабинечӗсем, амбулаторисем, патшалăх тата муниципаллă вӗрентӳ учрежденийӗсем.
Программăна хутшăнас тесен çурт е çӗр пайӗ харпăрлăхра пулнине çирӗплетекен документсемпе пӗрле Патшалăх услугисен порталӗнче е Газификацин пӗрлехи операторӗн порталӗнче заявка памалла. Газ пăрăхне çурт патне тӳлевсӗр тăсаççӗ пулсан харпăр çӗр пайӗ çинчи ӗçсене хăвăр шутран тума тивет. Газ кӗртмен ялсенче, паллах, ку программăна хутшăнма май çук. Енчен те çурт коммерцилле мар пахча юлташлăхӗн территорийӗнче вырнаçнă пулсан юлташлăх пайташӗсен пухăвӗн протоколӗ кирлӗ пулать. Енчен те пахча юлташлăхӗ газ кӗмен çӗр лаптăкӗнче вырнаçнă пулсан ун чиккине çити пăрăх тăсасси тӳлевлӗ пулать.
Руслан Фатхлисламов сăмахӗпе, ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисене уйрăм тимлӗхе илнӗ. Вӗсенчен килнӗ заявкăсене оперативлă пăхса тухса договор проектне 20 кун хушшинче хатӗрлесе çитерсе ярса параççӗ. Нормативпа ку ӗçсене тума 30 кун палăртнă.
Газ кӗртессин вăхăчӗ пăрăхсен вăрăмăшӗнчен килет
• 30 кун – газ пайлакан сеть çӗр лаптăкӗн чиккинче пулсан
• 100 кун – 30 метрлă газ пăрăхне тăсма
• 135 кун – 30 – 200 метра çити
• 200 кун – 200 – 500 метра çити
• 1 çулталăк – 500 метртан ытла.
Спикер палăртнă тăрăх, «Газпром трансгаз Казань» компани çӗнӗ биллинг системин промышленность эксплуатацийӗ çине куçнă. Вăл абонентсемпе çыхăнассине тата тӳлевсене автоматизацилеме май парать. Унсăр пуçне çӗнӗ система компанин харпăр цифра продукчӗсене рынока кăларма пулăшнă – абонентăн харпăр кабинетне тата «Оплата за газ» мобильлӗ приложение. Май уйăхӗнчен пуçласа квитанци пӗр суммăпа килет, унта газпа усă курнăшăн тата газ оборудованийӗн техобслуживанийӗн хакӗсем кӗреççӗ. Ку абонента харпăр тăкаксене тишкерме, тӳлевсене тӗрӗс хупса пыма пулăшать. Меллӗ, хăвăрт. Унсăр пуçне компанин Контакт-центрӗ ӗçлеме пуçланă. Газ тивӗçтерӗвӗпе ыйтусем пулсан унта шăнкăравлама пулать.
Руслан Фатхлисламов палăртнă тăрăх, абонентсен шучӗ республикăра 1,6 миллионпа танлашнă, çав шутран 183 037 пинӗ электронлă квитанцисемпе усă курать. Пӗрремӗш çур çулта газ тивӗçтерӗвӗ 1,1 миллиард кубла метрпа танлашнă. Хаксем июлӗн 1-мӗшӗнчен улшăннине те палăртса хăвармалла. Унччен кубла метршăн 7,47 тенкӗ тӳленӗ пулсан халӗ 8,41 тенкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев