Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хусанта тӗрӗк кинофестивалӗ уçăлчӗ

Тутарстанра киноискусствăн хăйне уйрăм вырăн. Ку енӗпе республика Раççейӗн ытти регионӗсенчен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ Хусанта иртме пуçланăранпа Тутарстан кинематографийӗ палăрмаллах çӳллӗ шая çӗкленчӗ. Кинофестиваль çак сферăра ӗçлекенсемшӗн чи малтан опытпа ылмашăнма пултарнипе интереслӗ. Халăх та çакăн йышши мероприятисене хапăл туса йышăнать. Мартăн 21-25-мӗшӗсенче Хусанта тепӗр пысăк...

Тутарстанра киноискусствăн хăйне уйрăм вырăн. Ку енӗпе республика Раççейӗн ытти регионӗсенчен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ Хусанта иртме пуçланăранпа Тутарстан кинематографийӗ палăрмаллах çӳллӗ шая çӗкленчӗ. Кинофестиваль çак сферăра ӗçлекенсемшӗн чи малтан опытпа ылмашăнма пултарнипе интереслӗ. Халăх та çакăн йышши мероприятисене хапăл туса йышăнать.

Мартăн 21-25-мӗшӗсенче Хусанта тепӗр пысăк мероприяти - Халăхсен хушшинчи тӗрӗк киновӗн пӗрремӗш фестивалӗ иртет. Кинофорума Раççей, Турци, Казахстан, Кăркăсстан, Узбекистан, Азербайджан, Туркменистан республикисем хутшăнаççӗ. Пирӗн çӗршывран Тутарстан, Чăваш Ен, Пушкăртстан, Якути, Хакаси, Çурçӗр Кавказ регионӗсем пулаççӗ.

Çакăн йышши фестиваль йӗркелес шухăш пӗлтӗр Стамбулта иртнӗ Тӗрӗк тӗнчин киновӗн ассоциацийӗн президиумӗн ларăвӗнче çуралнă. Ăна пӗр саслăн пулса Хусанта ирттерме йышăннă, мӗншӗн тесен республикăн кинофестиваль йӗркелес опычӗ пуян та паха. Каласа хăвармалла, кинофестиваль куçса çӳрекен пулать.

Мартăн 21-мӗшӗнче, Фестиваль уçăлас умӗн Туслăх Çуртӗнче Тӗрӗк тӗнчин киновӗн ассоциацийӗн ӗçтăвкомӗн ларăвӗ пулчӗ. Унта ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Римма Ратникова, ТР культура министрӗн çумӗ Гузель Шарипова, Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, «Татаркино» патшалăх учрежденин директорӗ Миляуша Айтуганова, Турци журналисчӗсен ассоциацийӗн ертӳçи Мендерес Демир, Туркмени кинорежиссерӗ, СССР патшалăх премин лауреачӗ Ходжакули Нарлиев, Турци журналисчӗ, киновед Ихсан Кабиль тата ытти паллă çынсем хутшăнчӗç.

Римма Ратникова хăнасене кӗскен Тутарстан Республикипе, унăн социаллă-экономика лару-тăрăвӗпе паллаштарчӗ. Ун сăмахӗсемпе, культура аталанăвӗн никӗсӗ вăл - çирӗп республика, çавна май вырăнти кинематографи те паян хăвăрт аталанса пырать. Калаçакансен шутӗнче Гузель Шарипова, Исхан Кабиль, Мендерес Демир, Ирек Шарипов пулчӗç. Сăмах тӗрӗк тӗнчин киновӗ, унăн пуласлăхӗ пирки пычӗ.

Çак кунах «Мир» кинотеатрта Тӗрӗк кинофестивалӗ уçăлчӗ. Официаллă церемоние çӳлерех асăннă кашни çӗршывăн, республикăн делегацийӗсем хутшăнчӗç. Чăваш Енрен «Чăвашкино» патшалăх учрежденийӗн ертӳçи Олег Цыпленков килнӗ. Хусанти Туслăх Çурчӗ йӗркелӳçӗсенчен пӗри пулнăран, нумай ӗçе хăй çине илнӗ, çав шутра хăнасене кӗтсе илессине те. ТР Халăхсен ассамблейине кӗрекен кашни НКАран представительсем те пурччӗ, чăвашсем енчен ЧНКА çумӗнчи «Аталан» пӗрлешӳрен Анастасия Павловăпа Кристина Кузнецова пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев