Йăх-несӗл конкурсӗнче кăçал Хусан çемйи çӗнтерчӗ
Июлӗн 8-мӗшӗнче, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунӗнче, Тутарстанра «Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез» йăх-несӗл йăли-йӗркисене упракан çемьесен республика конкурсне пӗтӗмлетрӗç.
Кăçалхи конкурс шучӗпе çиччӗмӗш. Хальхинче унта республикăри 299 çемье, кашни районтан 4-5-шер, хутшăннă. Зонăсенчи тапхăра 41 çемье тухнă пулсан, вӗсенчен финала пурӗ те 6-шӗ кăна иртейнӗ. Вӗсем: Ахатов–Вахитовсем (Хусан хули), Бикметовсем (Рыбно-Слободски районӗ), Газизьянов – Сабировсем (Актаныш районӗ), Никитинсем (Мамадыш районӗ) Хайбуллинсем (Кайпăç районӗ), Халиуллинсем (Сарман районӗ).
Сăмах май, жюрире Хусанти Туслăх Çурчӗн режиссерӗ, Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина та пурччӗ. Шел, кăçал пӗр чăваш çемйи те финала тухайман. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче çаплах марисемпе мордвасем те çукчӗ. 6 финалист-çемьерен 5-шӗ тутар, Никитинсем кăна удмуртсемччӗ. Нумай нациллӗ республикăра сцена çинче республикăн ытти тӗп халăхӗсен йăх-несӗлӗсен историйӗпе йăли-йӗркине те курмаллаччӗ пек, анчах...
Ытти халăх тумӗллӗ çынсене хальхинче хăнасен йышăнче кăна асăрхарăмăр. Çав шутра чăвашсене те. Палăртса хăварам, вӗсем пурте кăçалхи конкурсантсем. Чистай районӗнчи Анат Кăтратара пурăнакан Лидияпа Александр Архиповсем, тӗслӗхрен, конкурсăн район тапхăрӗнче 3-мӗш вырăн йышăннă. Лидия финала курма хӗрӗсемпе Агатăпа тата Алисăпа чăвашлах тумланса килнӗччӗ.
Финалистсем йăх-несӗлӗпе, çемье йăлисемпе сцена çинче паллаштариччен малтан фойере хăйсен кӗтесне хатӗрленӗччӗ. Кашнин тӗлӗнмелле çемье историйӗпе йăли-йӗрки, авалхи тумӗ, кил хатӗрӗ... 20 çул каялла тăван ялти тӗп çурта таврăннă Никитинсем тата волонтерсем те иккен. Çемье пуçӗ Сергей ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвӗ леçет.
«Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез» конкурсăн кăçалхи çӗнтерӳçи Хусанта пурăнакан Ахатов–Вахитовсен çемйи пулчӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев