Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Ильсур Метшин: «Хусан АСЕАН саммитне кӗтсе илме хатӗр»

Тутарстанăн тӗп хулинче пурăнакансем асăрхарӗç пулӗ ӗнтӗ Хусана васкасах тирпей-илем кӗртнине, çулсене юсанине, уçă вырăнсене чечексем лартнине. Ку ӗçсем Хусан черетлӗ хут тӗнче шайӗнчи пысăк мероприятие кӗтсе илессипе çыхăннă. Хальхинче – АСЕАН çӗршывӗсен саммичӗ. Хусана Раççей Президенчӗ Владимир Путин тата 11 ют çӗршывăн ертӳçисем килмелле.

Тутарстанăн тӗп хулинче пурăнакансем асăрхарӗç пулӗ ӗнтӗ Хусана васкасах тирпей-илем кӗртнине, çулсене юсанине, уçă вырăнсене чечексем лартнине. Ку ӗçсем Хусан черетлӗ хут тӗнче шайӗнчи пысăк мероприятие кӗтсе илессипе çыхăннă. Хальхинче – АСЕАН çӗршывӗсен саммичӗ. Хусана Раççей Президенчӗ Владимир Путин тата 11 ют çӗршывăн ертӳçисем килмелле. Явапӗ чăн та пысăк. Раççей – АСЕАН саммит июнӗн 17 – 19-мӗшӗсенче пулать.   

Ырантан Хусана саммита хутшӑнакансем килме пуçлассине пӗлтерет Хусан хулин мэрийӗ. Хусан хăнасене кӗтсе илме хатӗр. Кун пирки ӗçлӗ тунтикунра хула мэрӗ Ильсур Метшин пӗлтернӗ. Хула пуçлӑхӗ çынсене транспортпа çыхăннă вăхăтлăх чарусене ӑнланса йышӑнма, аэропорта каякансене аэроэкспресс çине куçма чӗнсе каланӑ.

«Пире питӗ яваплӑ эрне кӗтет: ыранах Хусана Раççей – АСЕАН саммитне хутшӑнакансем килме пуçлаççӗ. Хула çак пӗлтерӗшлӗ политика пулӑмне кӗтсе илме хатӗр», - палӑртнă Ильсур Метшин.

Çак анлă политика пулӑмне кӗтсе илме тахçан маларах хатӗрленме тытăннă. «Пире шанни савăнтарать. Çакӑн пек масштаблӑ, тӗнче шайӗнчи пулăмсем Хусана тараватлӑхӑн çӗнӗ шайне – аэропортран пуçласа хăна çурчӗсен сервисӗ таранах  – кӑлараççӗ. Эпир калама çук пысӑк ӗçсем турӑмӑр: делегацисен маршрутне кӗнӗ çичӗ тӗп магистрале йӗркене кӗртрӗмӗр. Горводзеленхозӑн çӗнетнӗ теплицине пула лартнӑ чечексен шутне виçӗ хут ӳстертӗмӗр. Çынсем тата хӑнасем çак улшӑнусене асӑрхани савӑнтарать паллах», –  палӑртнă Ильсур Метшин.

Мэр сăмахӗпе, хула ӗçне РФ ют çӗршывсен ӗçӗсен министрӗ  Сергей Лавров тата Коллективлӑ хӑрушсӑрлӑх договорӗн (ОДКБ) организацийӗн саммитне хутшӑннисем пысăк хак панă. Хула пуçлӑхӗ хусансене вӑхӑтлăх чăрмавсене ӑнланса йышăнма чӗнсе каланă.

Саммит ирттернине пăмасăрах тӗп транспорт узелӗсем штат йӗркипе малалла ӗçлӗç.

«Тата çакна палӑртмалла: авиарейссемпе чукун çул çыхӑнӑвӗсен расписанийӗ улшӑнмасть. Çак кунсенче хӑйсен çулçӳревне планлакансене çула маларах тухма, май килнӗ таран Аэроэкспреспа усӑ курма сӗнетӗп», – тенӗ Ильсур Метшин.

«Содружество» компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, «Казань Экспо халăхсен хушшинчи курав центрне çитме майсем туса парас тӗллевпе чукун çул çыхӑнӑвне самай вӑйлатнӑ. Июнӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 19-мӗшӗччен Хусан-Аэропорт-Хусан маршрутпа 80 ытла хушма электропоезд яма палӑртнӑ. Электричкăсем çӳрессин интервалӗ кашни 30 минутран пуçласа пӗр сехет таран пулӗ. Хӑнасене саммит иртекен вырӑна пӗр чарăнусемсӗр илсе çитерӗç вӗсем.  

Асăннă линипе ултă вакунлă ЭПЗД сериллӗ хальхи электропоездсем çӳрӗç, пӗлтерет «Содружество» компанин пресс-служби.

Пассажирсене Хусан – Аэропорт еннелле каякан электричкăсен  расписанийӗпе маларах паллашма сӗнеççӗ, мӗншӗн тесен графике вӑхӑтлӑх тӳрлетӳсем кӗртнӗ, асăрхаттарать хула мэрийӗ.

Сăнӳкерчӗксем https://kzn.ru/meriya сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #АСЕАН саммит