Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Ирада Аюпова: «Культура паянхи çăмăл мар лару-тăрура ют идеологие çӗнтерме май паракан вăйлă хатӗр пулса тăрать»

Культура этемлӗх ăс-хакăлӗн, цивилизаци аталанăвне кура искусство чӗлхипе палăракан шалти тӗнчекурăмӗн, моральпе кăмăл-сипет çинче йӗркеленнӗ йăлисен, хутшăнăвӗсен, ӗмӗрсем хушши пуçатрăннă еткерлӗхӗн тӗкӗрӗ.

Культура этемлӗх ăс-хакăлӗн, цивилизаци аталанăвне кура искусство чӗлхипе палăракан шалти тӗнчекурăмӗн, моральпе кăмăл-сипет çинче йӗркеленнӗ йăлисен, хутшăнăвӗсен, ӗмӗрсем хушши пуçатрăннă еткерлӗхӗн тӗкӗрӗ. Культура мӗн чухлӗ вăйлă аталаннă, çавăн чухлӗ çӗршыв вăйлăрах, цивилизациллӗрех. Ахальтен каламаççӗ-тӗр çӗршыва çӗнсе илес тесен малтан ун культурине пӗтермелле тесе.

Этемлӗх историне пăхас пулсан ун пек тӗслӗхсене нумай куратпăр. Нумай культура, çӗршывсем çӗр пичӗ çинче çухалнă, историре çеç юлнă. Пире хамăрах ак анăç культурине чеен, вăйпа йышăнтарса çӗнсе илме миçе ӗмӗр тапăнмаççӗ пулӗ? Халӗ те çак тӗллеврен пăрăнмаççӗ тăшмансем. Тăван культура хаклăхӗсене çухатса юттине йышăнсан вара çӗршыва çухатма та йывăр мар.

Акă мӗншӗн пирӗн тăван культурăна, тăван чӗлхене чи хаклă мул евӗр куç пек упрамалла. Çӗршывра пурăнакан кашни халăхăн хăйӗн культури, йăлисем, пӗрле эпир – Раççей халăхӗ.

Культурăсен (халăхсен тесе ăнланмалла) пӗрлӗхӗн пысăк пӗлтерӗшне тӗпе хурса ӗнтӗ ку çула Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пек ирттерме палăртнă. Мӗнпе палăрӗ вăл? Мӗнлерех задачăсем лартать хăй умне çӗршыв, ун субъекчӗсем?

Культура  – наци хăйевӗрлӗхӗн управçи

Январӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ коллегире шăпах çак ыйтусене тӗпе хучӗç ТР Культура министерствин пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче.

Кăçал вăл ведомствăн конференц-залӗнче иртрӗ. Культура министрӗ Ирада Аюпова 2025 çула пӗтӗмлетсе ведомство ӗçӗ темиçе пин çынлă ушкăнăн, пӗршухăшлисен, активистсен, общественниксен пӗрлехи ӗçӗ пулнине палăртрӗ. «Вӗсем тăрăшнипе ӗнтӗ отрасльте ырă улшăнусем пулса иртрӗç. Культура паянхи çăмăл мар лару-тăрура вăйлă хатӗр пулса тăчӗ», – терӗ Ирада Аюпова.

Министр паянхи кун СВОна хутшăннисене, çӗнӗ территорисенче пурăнакансене тӗрев пани ведомствăн тӗп приоритечӗсенчен пӗри пулнине каларӗ. Тутарстанăн творчество коллективӗсем унта час-час тухса çӳренине, СВО çинчен спектакльсем лартнине пӗлтерчӗ. Çамрăксен театрӗ «Просто жить», Кариев ячӗллӗ Тутар çамрăксен театрӗ «Позывной Татарин» («Татар-информ» журналисчӗн, СВОна хутшăннă Жамиль Салимгареев пьеси тăрăх) постановкăпа кайса килнӗ.

СВО ветеранӗсем хăйсем те паянхи культурăн трансляторӗсем пулса тăраççӗ. СВО ветеранӗ, Паттăрлăх орденӗпе наградăланнă Ленур Биктимиров паян юрăсем юрлать. Çапла майпа çынсен патриотизмла туйăмӗсене çӗклет. «Добробат» ушкăн та çак йӗрпех ӗçлет.

Министр 2025 çулта патриотизмла юрăсен конкурсне ирттернине асăнчӗ. Унта ятарлă çар операцине хутшăннă юрă авторӗсем, ушкăнсем, композиторсем хутшăннă. Çӗнтерӳçи – Пăлхар каччи Павел Козенко, гран-при илме тивӗçнӗ вăл.

Ирада Аюпова шучӗпе, паттăрсен, Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсен  ячӗсене упраса хăварни ют идеологие çӗнтерме май паракан вăйлă хатӗр, наци хăйевӗрлӗхне упрассин, Раççей аталанăвӗн  никӗсӗ пулса тăрать. Хăй сăмахне пӗлтӗр Аслă вăрçăн тата СВО паттăрӗсене асăнса палăксем лартнипе çирӗплетрӗ.

Театрсем, музейсем, концертсем

Культура нумайăшӗшӗн театр, музей е ытти учрежденипе ассоциациленет. Вӗсем отраслӗн самай пысăк пайӗ. Театра, музее çӳресе çын эстетика туйăмӗсем енчен аталанать, искусство урлă тавракурăмне, пӗлӗвне ӳстерет. Алла Сурикова режиссерăн «Человек с бульвара Капуцинов» вестернӗнче (кино жанрӗ)  искусство вăйне питӗ те вăйлă кăтартса панă. Пушă вăхăта ӗçсе, тӳпелешсе ирттерекен ковбойсене те парăнтарать вăл. «Живут же люди, ходят в музЭи, библиотЭки», – тет киноискусство тыткăнне лекнӗ Николай Караченцовăн сăнарӗ Билли.

Ку енӗпе Тутарстанра нумай ӗç тăвăнать – музейсем ӗçлеççӗ, театрсен çӗнӗ çурчӗсем уçăлаççӗ, киввисене юсаççӗ. Чи пысăк пулăмсен шутӗнче – Камал театрăн çӗнӗ çурчӗ уçăлни. Пӗлтӗр унта питӗ нумай мероприяти иртрӗ. Халӗ Хусанти театрсене лекес тесен билет уйăх маларах илсе хумалла. Цифра саманинче театрсен илӗртӳлӗхӗ тата та ӳсрӗ пулӗ. Çӗнӗ площадкăсем репертуарпа, театр пурнăçӗпе ытти регионсенче пурăнакансене те паллашма май параççӗ. Министр сăмахӗпе, Камал театрӗн билечӗсене 30 процент таран Мускав çыннисем туянаççӗ. Пӗтӗм Раççей шайӗнчи «Золотая маска» театр премийӗ те пӗлтӗр  çакăнта иртрӗ. Унта РФ халăх артисчӗ Владимир Машков хăй килнӗччӗ.

Юлашки 5 çулта кăна республикăра 10 театра тӗпрен юсанă. Кăçал вара Хусанти Çамрăксен театрӗн тӗпрен юсаса çӗнетнӗ çурчӗ уçăласса шантарчӗ министр. Ведомство ертӳçи культура ӗçченӗсем гастрольпе тухса çӳренине уйрăммăн палăртса хăварчӗ. Пӗлтӗр ак Сабантуй кăна Раççейӗн 45 регионӗпе 30 çӗршывра 380 (!) хутчен иртнӗ. Кăçал Хусан Ислам тӗнчи тӗп хули пулнă май культура сферин яваплăхӗ уйрăмах пысăк пулӗ. «Питӗ нумай мероприяти пирӗн планра. Культурăсен ылмашăнăвӗ пирӗн республикăн ятне тӗнчере паллăрах тăвӗ, Раççейпе ислам тӗнчин çыхăнăвне çирӗплетӗ», – терӗ Ирада Аюпова.

Çӗнӗлӗхсем

Культура сферине вӗсем хăвăрт кӗрсе пыраççӗ. Сăмахран, 2025 çултанпа вулав билечӗ (читательский билет) МАХ мессенджерăн чат-бочӗ генерацилекен харпăр штрих-кодпа улшăнчӗ. Вăл кӗнекене тавăрса памаллине аса илтерет, кирлӗ литература тупма, ăна броньлама май парать.

Пушкин карттипе усă курассипе Тутарстан Раççейӗпе иккӗмӗш вырăна тухнă. Республикăра ăна 384 пин штук кăларнă. Пӗлтӗр Пушкин карттипе 469 миллион тенкӗлӗх 974 пин билет туяннă. Ку çамрăксене культурăпа интереслентерме питӗ те вăйлă инструмент пулса тăрать.

Малалла министр культура ӗçченӗсем çине куçрӗ. Республика культурин аталанăвӗнче паллă йӗр хăварнă нумай çыннăн юбилей кăçал: Николай Фешин (145), Габдулла Тукай (140), Муса Джалиль (120), Александра Ключарова (120), Рустем Яхин (105) тата ыттисем. Çавна май Ирада Аюпова «Искусство ӗçченӗсен декади» проект хута янине пӗлтерчӗ. Вăл çулталăкне икӗ хутчен – май тата октябрь уйăхӗсен виççӗмӗш декадисем. Аудитори тимлӗхне вӗсене уйрăммăн мар пӗрле кăларма шутлаççӗ. Поэзи, музыка, ӳнер, театр пӗрлешӗнсе саманан пӗрлехи сăнне ӳкерме пулăшӗç.

Инфраструктура аталанăвӗ пирки калас пулсан, вӗсем паянхи куна тивӗçтермелле. Республикăра çӗнетмен Культура çурчӗсем пур-ха. Уйрăмах пӗчӗк ялсенче. «Ку ӗçе мӗнпур культура учрежденийӗсен хутшăнмалла. Муниципаллă шайри ертӳçӗсене уйрăмах пырса тивет. Пире отрасле пӗрлештерекен проектсем кирлӗ», – терӗ министр.

Вăл каланă тăрăх, 2025 çулта «Çемье» наци проекчӗпе 15 культура объектне çӗнетнӗ, республика программи шайӗнче – 19-шне. Кăçал нацпроектпа тепӗр 43 учреждение çӗнетме тивӗç. Тен, пӗчӗк ялсенчи клубсем те кӗрӗç унта? Шанас килет. Ялта çамрăксем юлччăр тесен унта та саманапа килсе тăракан инфраструктура пулмалла.

«Йăлтах çынсемшӗн ӗçлемелле. Муниципаллă культура органӗсен ертӳçисене хушу – 2026 çулхи июнӗн 1-мӗшӗччен вăл е ку проблемăна пула ӗçлемен учрежденисем ан юлччăр. Ресурс центрне августăн 1-мӗшӗччен ТР культура учрежденийӗсен аудитне ирттерме калатăп», – терӗ Ирада Аюпова.

Малалла министр мигрантсемпе çул çитменнисене культура пурнăçне явăçтармалли çинчен каларӗ. Ун шучӗпе республикăна килекен пӗр мигрант та тимлӗхсӗр юлмалла мар, вӗсене вырăнти культурăпа, йӗркесемпе паллаштармалла. Ку хăрушсăрлăхшăн та кирлӗ. Инкеке лекнӗ, тӳрӗ çултан пăрăннă çул çитменнисемпе нумай ӗçлемелле. Вӗсемпе адреслă майпа ӗçлеме сӗнчӗ.

Хăй сăмахне Ирада Аюпова 2026 çулăн чи кӗтекен пулăмӗпе – Уникаллă пултарулăх центрне уçассипе вӗçлерӗ. Вăл кӗçех уçăлмалла. Центр Тутарстан халăхӗсен культурипе, йăлисемпе паллаштаракан вырăн пулӗ. Аса илтеретпӗр Центр ӗлӗкхи ЦУМ çуртӗнче вырнаçӗ.  

Министр хыççăн ТР Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов, ТР Премьер-министр çумӗ Лейла Фазлеева сăмах  илчӗç.

Рифкат Минниханов культурăпа наука синергийӗ кирли пирки каларӗ.

Вице-премьер культура чи малтан çутӗç енлӗ тытăм пулнине асăрхаттарчӗ. Ун сăмахӗпе, культура учрежденийӗсен мӗнпур ресурс хăвачӗпе ӗçлемелле. «Çӗршывӗпех илнӗ чи тӗрӗс çул вăл – Раççей Федерацийӗн, Тутарстан Республикин çамрăк ăрăвне патриотизм воспитанине парассипе çыхăннă политика репертуарӗн, тематикăллă мероприятисен векторӗ», – терӗ Лейла Фазлеева. Ун шучӗпе, СВО ветеранӗсене культура ӗçӗсене явăçтармаллла. Вӗсен çамрăксене мӗн каламалли пур терӗ вăл пӗтӗмлетсе.                

 

Сăнӳкерчӗк https://mincult.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Министерство культуры РТ