Юбилейпе сире, Анатолий Константинович!
Хаклă çыннăмăра, чăваш халăхӗн сумлă та паттăр ывăлне, Чăваш наципе культура автономийӗн хисеплӗ пайташне, обществăлла ӗçӗн хастарне, 1938 çулхи ноябрӗн 9-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗнче çуралнă Анатолий Константинович САМАРЕНКИНА 85 çулхи сумлă юбилейпе чун-чӗререн саламлатпăр!
Анатолий Константиновичăн ӗç кун-çулӗ пуян та пархатарлă. Аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн «Байконур» космодромра мастертан ӗç çулне пуçласа Тутар АССРӗн мелиораципе шыв хуçалăхӗн министрӗ (1985 – 1993) таран ӳссе каярахпа нумай çулсем «КАМАЗ» УАОра малтанласа Хусанти представительствин директорӗнче, унтан генеральнăй директорӗн çумӗ пулса (1993 – 1998), 1998 çултан «КАМАЗ» суту-илӳпе финанс компанийӗн генеральнăй директорӗнче вăй хунă.
Хаклă аслă тусăмăра çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, пурнăçра çемье телейӗ, ырлăх-пурлăх, вăй-хăват сунатпăр. Чун хавалӗ ан иксӗлтӗр, çумра ялан çывăх та юратнă çыннăрсем, шанчăклă тусăрсем пулччăр!
ЧНКА Ӗçтăвкомӗ, районсенчи ЧНКЦ ертӳçисем,
«Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев