Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Кăçал KazanForum халăхсен хушшинчи экономика форумне 93 çӗршывăн делегацийӗсем хутшăнаççӗ

KazanForum халăхсен хушшинчи экономика форумӗ паян, майăн 12-мӗшӗнче, «Раççей – Индонези» суту-илӳпе экономика тата технологи çыхăнăвӗсемпе ӗçлекен пӗрлехи комиссин ларăвӗпе пуçланчӗ. Çак кунах «Казань» агропромышленность комплексӗнче халяль продукцийӗпе халăхсен хушшинчи курав ӗçлеме тытăнчӗ.

Кăçал Хусанта майăн 12-17-мӗшӗсенче 17-мӗш хутчен KazanForum халăхсен хушшинчи экономика форумӗ иртет.

Унта 93 ют çӗршывпа Раççейӗн 61 регионӗн делегацийӗсем  хутшăнаççӗ хальхинче. ТР Инвестици  аталанăвӗн агентствин ертӳçи Талия Минуллина Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра палăртнă тăрăх, халиччен кун пек пысăк йышпа иртмен мероприяти. Ӗç программине пурӗ 20 темăпа 143 сесси кӗнӗ. «Форумăн Йӗркелӳ комитетне РФ Правительствин председатель çумӗ Марат Хуснуллин, «Раççей – ислам  тӗнчи» ушкăна пӗлетӗр ӗнтӗ Рустам Минниханов ертсе пырать. Вӗсем тăрăшнипе çак площадка пур. Ку вăл пӗр кун е пӗр çулталăк ӗçӗ кăна мар. Ку вăл пирӗн Раисăн темиçе çул тăршшӗпе илсе пынă ӗçӗн кăтартăвӗ, – терӗ Талия Минуллина. – Форум правительствăсен хушшинчи комиссисем, бизнес-диалогсем,  проектсен куравӗсемпе отрасль сессийӗсем урлă пӗрлехи декларацисенчен пӗрлехи ӗç практики патне куçса пынине кăтартать. Вăл суту-илӳ, логистика, ислам финансӗсем, строительствăпа ИТ тата агропромышленность комплексӗнче йышăнусем тума уçлăх йӗркелет».  

Унсăр пуçне брифинг спикерӗсен шутӗнче ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, ТР Раисӗн пулăшуçи, «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнӗн  председатель çумӗ Марат Гатин, «Спортпа социаллă проектсен дирекцийӗ» АНО генеральнăй директорӗ Максим Денисов пулчӗç. Кашни хăй ведомстви шайӗнче иртекен чи пӗлтерӗшлӗ мероприятисем çинче чарăнчӗ. Вӗсем питӗ нумай. Ӗç программинче – сессисем, В2В тӗлпулусем, конференцисем. Кашнин çинчен çырса пама май çук, çӗршер ытла вӗсем. Çапах кӗскен те пулин хăш-пӗрин çинче чарăнăпăр.  

 KazanForum халăхсен хушшинчи экономика форумӗ майăн 12-мӗшӗнче «Раççей – Индонези» суту-илӳпе экономика тата технологи çыхăнăвӗсемпе ӗçлекен пӗрлехи комиссин ларăвӗпе пуçланчӗ. Çак кунах «Казань» агропромышленность  комплексӗнче халяль продукцийӗпе халăхсен хушшинчи курав ӗçлеме тытăнчӗ. Кунта çынсен 9 çӗршывпа, çавсен хушшинче Туркменистан, Сауд Аравийӗн королевстви, Судан, Турци, Беларуç, Инди, Афганистан, Кăркăс, тата Раççейӗн 12 регионӗн продукцийӗпе паллашма май пулчӗ. Регионсене илес пулсан Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш Ен, Мордови, Кабардинпа Балкар республикисемпе Чулхула, Свердловск, Томск, Мускав,  Пенза облаçӗсемпе Санкт-Петербург хули активлă хутшăнчӗç. Официаллă майпа вара курав майăн 13-мӗшӗнче уçăлать.

Форумăн программи туллин майăн 13-мӗшӗнче ӗçлеме пуçлать. Шăп çак кун тӗлне ют çӗршыв делегацийӗсем пурте килсе çитӗç. Талия Минуллина пӗлтернӗ тăрăх, вӗсен шутӗнче çӗршывсен  ертӳлӗхӗсенчен те сахалăн мар. Туркменистанăн Халк Маслахаты Председателӗ Гурбангулы Бердымухамедов, сăмахран, юлашки çулсенче килмесӗр пӗрре те юлман. Таджикистан Премьер-министрӗ Кохир Росулзада, Азербайджан Премьер-министрӗн çумӗ Шахин Абдулла оглы Мустафаев, Узбекистан Премьер-министрӗн çумӗ Жамшид Ходжаев тата ытти çӗршывсен министрӗсемпе ведомство ертӳçисем хаваспах хутшăнӗç.

Форумăн пӗрремӗш кунӗн ӗç программипе экономикăпа тата суту-илӳпе, ИТ-технологисемпе, ИИпе, промышленноçпа производство, сывлăх сыхлавпа вӗрентӳ, мăсăльман культурипе   тата ытти сферăсемпе çыхăннă 36 сесси иртет. Тӗп мероприятисен шутӗнче – ИСЕКО генеральнăй ассамблейăн ларăвӗ тата «Экономика. Проектсем. Стрительство» курав ӗçлеме тытăнни.  

Майăн 14-мӗшне 46 сесси ирттерме  палăртса хунă. Тӗп мероприятисен шутӗнче – ОИС çӗршывӗсен культура министрӗсен съезчӗ тата строительствăпа пленарлă лару.

Икӗ теçеткене яхăн историллӗ форумăн çӗнӗлӗхӗсен шутӗнче çамрăк поварсен хушшинчи Юнус Ахметзянов ячӗллӗ халăхсен хушшинчи турнира асăнмалла. Кăçал вăл виççӗмӗш хутчен иртет. Форум хăнисене вăл уйрăмах килӗшет. Çак площадкăра ялан çын хӗвӗшет. Тӗнче шайӗнчи шеф-поварсен ӗçне сăнама çав тери интереслӗ. Сăнама çеç мар пӗçернӗ апатне тутанма та май пур. Жюри хак панă хыççăн поварсем курма килнисене хăналаççӗ.

Майăн 15-мӗшӗнчи программа «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнăн пленарлă ларăвӗпе пуçланать. Унта ытларах ют çӗршывсемпе Раççей регионӗсен власть тата тӗн  представителӗсем хутшăнӗç. Кăçал организаци 20 çул çитнине паллă тăвать. Кун пирки асăннă организацин председателӗн çумӗ Марат Гатин пӗлтерчӗ. Яланхи пек лару Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра иртет. Ларăвăн теми – «Тӗп хаклăхсем – Раççейпе Ислам тӗнчин хутшăнăвӗсен никӗсӗ». Марат Гатин сăмахӗпе, ларăва ТР Раисӗ тата ушкăн председателӗ Рустам Минниханов, РФ Правительствин Председатель çумӗ Марат Хуснуллин, ООН, ОИС, ИСЕСКО (Ислам тӗнчин вӗрентӳпе, наукăпа тата культурăпа организацийӗ) представителӗсем хутшăнаççӗ, пӗтӗмпе 90 çын.     

Çак кунах форумăн пӗлтерӗшлӗ тепӗр пленарлă ларăвӗ иртет. Кăçал вăл «Карттă çинчи точкăсенчен ӳсӗм енне: технологисемпе финанс пуçарăвӗсене пӗрлештересси» темăпа иртет. Ун пӗтӗмлетӗвӗсемпе çитес номерте паллаштарăпăр.

KazanForum тесен, паллах, чи малтан куç умне Казань Экспон анлă павильонӗсенче йӗркеленекен халăхсен хушшинчи курав куç умне тухса тăрать. Кунта наукăпа техника, промышленность тата ытти сферăри çӗнӗлӗхсемпе паллашма май пулать. Кăçал куравра 10 ют çӗршывпа Раççейӗн 10 регионӗн 200 ытла компанийӗн продукцийӗпе тата ӗçӗпе паллашма пулӗ. Çавсен шутӗнче Туркменистан, Узбекистан, Индонези, Турци, Казахстан, Египет, Азербайджан, Гана, Мали çӗршывӗсемпе  Оман султаначӗ тата Мускавпа Санкт-Петербург хулисем, Чăваш Ен, Пушкăртстан, Мордови, Дагестан республикисемпе Мускав, Томск, Чулхула, Самар облаçӗсем. Паллах, çак курав шайӗнче çӗршывсемпе регионсем пӗр-пӗринпе çыхăнса ӗçлеме килӗшӳсем тума пултараççӗ. Талия Минуллина сăмахӗпе, кăçалхи форума 116 килӗшӳ çырма палăртнă. Бизнесшăн ку уйрăмах усăллă площадка. Яланхи пек хальхинче те компанисен B2B тӗлпулăвӗсем питӗ йышлă. Раççей компанийӗсемшӗн KazanForum тӗнче рынокне тухма пулăшакан площадка та пулса тăрать.

 

Куçман пурлăх теми кашни çӗршывшăн актуаллă. Çавăнпа йӗркелӳçӗсем ку енӗпе International Property Market халăхсен хушшинчи курав тата куçман пурлăх енӗпе конференци ирттерме йышăннă. Раççей вара хăй потенциалӗпе «Раççей проекчӗсем: Инновацисем. Инвестицисем. Инфраструктура»  куравра паллаштарӗ. Раççей компанийӗсем пӗтӗмпе 152 проект хатӗрленӗ. Çав шутран пурнăç валли тавралăхпа, культурăпа тата креативлă индустрипе, логистикăпа тата транспортпа 11-шер проект, 5-шӗ – цифра технологийӗсемпе, 51-шӗ туризмпа, спортпа тата канупа, 44-шӗ – промышленноçпа, тепӗр 19-шӗ ял хуçалăхпа тата апат-çимӗçпе.

Пӗлтерӗшлӗ пулăмсен шутӗнче Раççей ют çӗршывсемпе икӗ енлӗ конференцисем ирттерни. Ку уйрăмах пирӗн çӗршывăн геополитикăри виçишӗн пӗлтерӗшлӗ. Форум шайӗнче Раççей уйрăммăн Индонезипе, Малайзипе, Оманпа, Арабсен пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсемпе, Сауд Аравийӗпе, Эфиопипе, Ганăпа, Пакистанпа ятарласа конференцисем ирттерет. Ку пирӗн çӗршывсен хушшинчи туслă çыхăнусене малалла аталантарма, вăйлатма пулăшнисӗр пуçне экономика аталанăвне пысăк усă кӳрет.

Çамрăк предпринимательсен форумӗ – тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулăм. Вăл майăн 15-мӗшӗнче Казань Экспора пулать. Ун йӗркеленӗвӗшӗн Ислам Хутшăнăвӗсен Çамрăксен форумӗ (ICYF), ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тата Çамрăксен дипломатийӗн академийӗ яваплă. Тӗп спикерсен шутӗнче – ICYF президенчӗ Таха Айхан, Ислам Хутшăнăвӗсен организацийӗн Еврази центрӗн генеральнăй директорӗ Рафиг Исмаилов. Çак форум çамрăк предпринимательсен стартапӗсемпе бизнес-проекчӗсене тӗрев парса вӗсене ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, пӗрлехи проектсене хута яма тата Раççейре шанчăклă партнерсем тупма пулăшать.  

Паллă ӗнтӗ, хальхи саманара цифра, ИТ-технологисемсӗр, искусствăлла интеллектсăр май çук. Мӗн чухлӗ вăйлă вăл аталаннă çӗршывра, çавăн чухлӗ ун пуласлăхӗ çирӗпрех. Экономикăра чӗр таварпа энергорессурсем çине кăна таянни  çителӗксӗр. Цифра технологийӗсем мала тухса пыраççӗ халӗ. Çавна май форумра ăна уйрăм вырăн панă – «Цифра  партнерстви: çӗнӗ тӗнче валли технологисем» ИТ-зона ӗçлӗ çак кунсенче. Ун тӗп пулăмӗ – «Финтехри тӗнче тренчӗсем» ӗç сессийӗ пулӗ.

Ислам Хутшăнăвӗсен организаци çӗршывӗсен суту-илӳпе промышленность палатисен форумне 18 çӗршыв хутшăнать. Ун шайӗнче иртекен мероприятисем майăн 13 – 15-мӗшӗсенче  пулаççӗ.

    KazanForum халăхсен хушшинчи форум пӗр çул та хӗрарăмсен секцийӗсӗр иртмест. «Хӗрарăм куçӗпе» трека кăçал 21 çӗршывран чи пултаруллă хӗрарăмсем хутшăнаççӗ. Нумай çӗршывра хӗрарăм предпринимательсен бизнес пӗрлешӗвӗсем йӗркеленнӗ. Кăçал Хусана Малайзин, Мавританин, Вьетнамăн, Казахстанăн, Лаоспа Индонезин хӗрарăмсен бизнес-пӗрлешӗвӗсен представителӗсем килчӗç. Хисеплӗ хăнасен шутӗнче Эмиратсен Ӗçлӗ хӗрарăмсен канашӗн пайташӗ Аиша Мохамед Аль Мулла, Мароккăри Суту-илӳ аталанăвӗн ислам центрӗн пайташӗ Латифа Эль Буабдэлэуи, Бразилин актриси тата продюсерӗ Луселия Сантос тата ыттисем.

Ӗç программи питӗ анлă, кун йӗркине кӗртмен ыйту та юлман пулӗ. Унсăр пуçне делегатсемпе хăнасем валли анлă культура программине те хатӗрленӗ. Кун пирки Ирада Аюпова каласа пачӗ. «Тӗп мероприяти шутӗнче «Хусан – Ислам тӗнчин культура тӗп хули» çулталăка уçни. Вăл майăн 14-мӗшӗнче пулать. Ун шайӗнче ОИС çӗршывсен культура министрӗсен съезчӗ  иртет. Майăн 15-мӗшӗнче ИСЕСКО генеральнăй ассамблейи пухăнать. Ун ларăвӗ виçӗ çулта пӗрре иртет. Ку организацие 54 çӗршывăн 57 çынни кӗрет. Раççей унта сăнавçă пек шутланса тăрать», – пӗлтерчӗ культура министрӗ.

 Форум пынă кунсенче павильонсенче халăхсен культурисемпе паллашма пулӗ. Хӗвелтухăç культурин фестивалӗ те илӗртӳллӗ пулма тивӗç. Хăнасен Тутарстан тӗп хулипе тӗрлӗ экскурсисенче, музейсенче паллашма май пур. Интереслӗ мероприятисен шутӗнче мăсăльман мода кăтартăвӗ. Вăл майăн 13-мӗшӗнче «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче иртет. Раççей дизайнерӗсенчен Челябинск, Хусан модельерӗсем хăйсен  коллекцийӗсемпе хутшăнасси паллă унта.

KazanForum  майăн 17-мӗшӗнче Пăлхарта ислам тӗнне йышăннине халалланă «Изге Болгар жыены» уявпа вӗçленет.     

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата https://kazanforum2026.riamediabank.ru сайтран.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: KazanForum 2026