КĂÇАЛТАН АСЛĂ ШКУЛА ВӖРЕНМЕ КӖРЕССИН ПРАВИЛИСЕМ УЛШĂНАÇÇӖ
Тутарстанри аслă шкулсенче пӗлтӗрхипе танлаштарсан бюджет вырăнӗсем 200 таран ӳснӗ. Бюджет мар вырăнсем çурри таранах чакнă. Бакалавриатпа специалитета тата магистратурăна кӗме пурӗ 23,3 пин бюджет вырăнӗ уйăрнă.
Июнӗн 20-мӗшӗнче Раççейри аслă шкулсенче йышăну кампанийӗ пуçланчӗ. Ку çулта абитуриентсене çӗнӗ правилăсене пăхăнса йышăнма тытăнаççӗ. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтерчӗ.
«Халӗ абитуриентсем аслă шкулсене документсем йышăну комиссийӗн сайтӗнчи харпăр кабинет урлă параймаççӗ. Ăна патшалăх услугисен порталӗнче тума пулать е йышăну комиссине кайса килсе, е çырупа ярса парса», – ăнлантарчӗ министр.
Ильсур Хадиуллин сăмахӗпе, колледжсемпе техникумсенчен вӗренсе тухнисем аслă шкула хăйсен вăтам профессилле пӗлӗвне тивӗçтерекен специальноçпа кăна шалти экзаменсем парса кӗме пултараççӗ. Урăх направленипе вӗренес тесен ЕГЭ результачӗсем кирлӗ.
Унсăр пуçне аслă шкулсенчи тӗллевлӗ вырăнсене ятарлă заказчик ячӗпе тата вӗренӗвӗн формипе программине палăртса çирӗплетеççӗ.
«Заказчиксем тӗллевлӗ вӗренӳ пирки договор тăвасси çинчен сӗнӗвӗсене йӗркелесе «Работа в России» пӗрлехи цифра платформинче кăлараççӗ. Çав майпа Раççейӗн хуть хăш регионӗн çынни те усă курма пултарать. Хăй çак майпа усă курассине абитуриентăн йышăну кампанийӗ вăхăтӗнче пӗлтермелле – тӗллевлӗ квотăпа вӗренме кӗрессине ӗнтӗ», – малалла ăнлантарчӗ вӗрентӳ министрӗ.
Вăл палăртнă тăрăх, кăçал пӗтӗмпе 2,6 пин тӗллевлӗ вырăн йӗркеленӗ. Ку республикăри вузсенчи бюджет вырăнӗсен 11 проценчӗпе танлашать. Бакалавриатпа специалитет программисемпе вӗренме кӗрессине те çӗнӗлӗхсем кӗнӗ. Ильсур Хадиуллин палăртнă тăрăх, 2026 – 2027 вӗренӳ çулӗсенче инженери енӗпе физикăпа ЕГЭ парса кăна кӗме пулать. 2026 çулччен абитуриент математикăпа физика хушшинче суйлама пултарнă.
Кăçалтан аслă шкулсем гуманитари пӗлӗвӗн 21 енӗпе вӗренме ЕГЭ историпе е обществознанипе панă пулсан илеççӗ. Унччен обществознани кăна пулнă. 2027 – 2028 вӗренӳ çулӗнче пулас учительсем вӗренсе пӗтерсен хăйсем мӗнле предметпа ӗçлеме шутлаççӗ çавăнпа экзамен тытмалла.
«Хальлӗхе абитуриентсене обществознанипе ЕГЭ пӗтӗмлетӗвӗсемпех илме пултараççӗ. Ӗçлеме суйланă профильлӗ предметпа экзамен памасан та юрать. Кун пек эпир нумай вăхăт ӗçлетпӗр ӗнтӗ. Анчах çитес çултан пуçласа калăпăр хими, математика е физика вӗрентекенӗ пулас тесен çак предметсемпе тӗп тӗрӗслев тытмалла», - пӗтӗмлетрӗ министр.
Сăмах май, Тутарстанра 2026 – 2027 вӗренӳ çулӗсене абитуриентсене 45 аслă шкул йышăнать, çав шутран 28-шӗ патшалăхăн.
Бюджет вырăнӗсем ӳснӗ
Тутарстанри аслă шкулсенче пӗлтӗрхипе танлаштарсан бюджет вырăнӗсем 200 таран ӳснӗ. Бюджет мар вырăнсем çурри таранах чакнă. Бакалавриатпа специалитета тата магистратурăна кӗме пурӗ 23,3 пин бюджет вырăнӗ уйăрнă. Çав шутран 550-шӗ патшалăхăн мар аслă шкулӗсене. Юлашки виçӗ çулта кăна бюджет вырăнӗсем 6 процента ӳснӗ. Бюджет вырăнӗсен 60 проценчӗ Хусан федераллă университетне (7,8 пин вырăн), Хусанти тӗпчевпе технологисен наци университетне (4 пин ытла), Хусанти А.Н. Туполев ячӗллӗ тӗпчевпе техника наци университетне (КАИ) тивет. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан КФУра бюджет вырăнӗсем тепӗр 172 чухлӗ хушăннă.
Министр сăмахӗпе педагогикăпа тата инженерипе техника направленийӗсене пуринчен ытла тӳлевсӗр вырăн уйăрса панă. Ку паллă ӗнтӗ, вӗрентӳпе ӗç профессийӗсен сферинче кадр дефицичӗ пысăккипе çыхăннă.
Тутарстанри аслă шкулсенче нумай специальноçпа тӳлевлӗ вырăнсем 45 процент таран чакнă. 2026 – 2027 çулсене тӳлевлӗ вырăнсене пурӗ 9,6 пин çынна вӗренме илме палăртнă. «Ку çултан пуçласа РФ наукăпа аслă вӗрентӳ министерстви бакалавриатпа специалитетăн хăш-пӗр программисемпе тӳлевлӗ вырăнсене шутлă хăварнă. Бакалавриатăн 28, специалитетăн 12 енӗпе. Кăçал республикăри патшалăх аслă шкулӗсем тӳлевлӗ вырăнсене 4,6 пин (пӗлтӗрхинчен 30 процент сахалрах), патшалăхăн мар аслă шкулӗсем 5 пин студент (пӗлтӗрхинчен 60 процент сахалрах) илме палăртнă.
Ирина ТРИФОНОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев