Каникул пуçланчӗ. Ашшӗ-амăшӗ, ачăрсене тимлӗхрен ан вӗçертӗр!
Шкулсенче вӗренӳ çулӗ вӗçленчӗ, юлашки шăнкăравсем янăрарӗç. Эппин ачасен каникул пуçланчӗ – вӗсен халь пушă вăхăт нумай, нумайăшӗ аслисен тимлӗхӗнче мар. Хăйсем тӗллӗн уçăлма тухаççӗ, самокатпа е велосипедпа ярăнаççӗ, шыва кӗме каяççӗ... Çакна шута илсе ӗнер, майăн 26-мӗшӗнче, Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева ашшӗ-амăшӗсене ачисене тимлӗхрен ан вӗçертӗр тесе чӗнсе каларӗ.

«Ашшӗ-амăшӗсене ачисене шыври транспорта шанса памашкăн тăхтама ытатпăр, уçă чӳречесемпе те питӗ асăрхануллă пулăр. Ачалăха упрамалла пирӗн», – терӗ вăл.
Обществăлла транспортран çакланса ярăнма кăмăллакан ачасене те тимлӗхе илме сӗнчӗ вице-премьер.
Çулла ачасем валли хатӗрленӗ мероприятисем пирки каласа пачӗ. Тӗслӗхрен, республикăра «Лето в Татарстане» программăна пурнăçласшăн. Унта ачасем валли те мероприятисем нумай. Çуллахи «Курше Фест» та уприншӗн те интереслӗ иртме шантарать. Унта хутшăнас текенсенчен заявкăсене июнӗн 1-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Сăмах май каласан, «Курше Феста» хутшăнса кашни хăйӗн проектне пурнăçа кӗртме пулăшу илме пултарать. Фестивальте кăçал «Курше.Мирас» сулăм хута каять.
ТР Раисӗн пулăшуçи, «Движение Первых» юхăмăн регионти уйрăмӗн ертӳçи Тимур Сулейманов çул çитменнисем валли дискотекăсем йӗркелессине пуçарасси пирки пӗлтерчӗ.
Çуллахи кашни уйăхăн пӗрремӗш эрнинчех Тутарстанри ача-пăча прависен енӗпе уполномоченнăйӗн хӗрӳ линийӗ ӗçлӗ. Ачасемпе çыхăннă хуть мӗнле ыйтупа та шăнкăравлама пулать унта. Кун пирки Тутарстанри ача-пăча омбудсменӗ Светлана Захарова пӗлтерчӗ. Çавăн пекех вăл республикăра комендант сехечӗ пулнине аса илтерчӗ: çул çитменнисен обществăлла вырăнсенче 23.00 сехетрен пуçласа ирхине 6.00-ччен хăйсем тӗллӗн кăна çӳреме юрамасть.
Сăнӳкерчӗк ТР Правительствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев