Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Казань Экспо халăхсен хушшинчи курав центрӗнче Kazan Digital Week форум уçăлчӗ

Ӗнер, сентябрӗн 9-мӗшӗнче Kazan Digital Week 2024 халăхсен хушшинчи форум иртрӗ. Вăл пилӗк çулхи историре федераллă статуса тивӗçнисӗр пуçне Раççейӗн ИТ сферин чу курăмлă та пӗлтерӗшлӗ пулăмӗсен шутне кӗчӗ.

Ӗнер, сентябрӗн 9-мӗшӗнче Kazan Digital Week 2024 халăхсен хушшинчи форум иртрӗ. Вăл пилӗк çулхи историре федераллă статуса тивӗçнисӗр пуçне Раççейӗн ИТ сферин чу курăмлă та пӗлтерӗшлӗ пулăмӗсен шутне кӗчӗ. 

Мероприятие ТР Раисӗ Рустам Минниханов, Беларусь Республикин çыхăнупа информатизаци министрӗн çумӗ Анна Рябова, Турци Республикин суту-илӳ министрӗн çумӗпе Махмут Гюрджанпа промышленноçпа технологисен министр çумӗ Зекерия Чешту тата ытти делегатсем хутшăнчӗç. 

— Форум площадкинче пӗрле ӗçлени тунă çитӗнӳсене тӗрӗс хакласа умра тăракан задачăсене пурнăçлама пулăшӗ тата ӗçлӗ çыхăнусен чиккине анлăлатма та, — терӗ Рустам Минниханов церемоние уçса. — Патшалăх йышăнăвӗсене палăртас ӗçре форум ӗçлӗ сообществăпа хутшăнассинче çыхăну каналӗ пулса тăчӗ. Ку çулта та эпир форумăн тӗп темисене упраса хăвартăмăр, вӗсем пурӗ 10. Ӗçлӗ мероприятисен тӗп тимлӗхӗнче цифра сервисӗсене йӗркелесси, çӳллӗ технологисен производстви. Санкцисен лару-тăрăвӗнче ку уйрăмах пӗлтерӗшлӗ.

Официаллă хăнасем сăмах каланă хыççăн форум уçăлнине пурте пӗрле символлă конпкăна пусса палăртрӗç. Унтан курав центрӗн 4 пин тăваткал метрлă павильонӗнче вырнаçнă куравпа паллашма çул тытрӗç. Пӗтӗмпе 141 стенд вырнаçтарнă, унта ИТ сферăра ӗçлекен 200 компани хăйсен продукцийӗпе паллаштарчӗ. Вӗсен хушшинче кăçал ытларах Раççей компанийӗсем, ют çӗршывсенчен Иран, Турци компанийӗсене асăрхама пулчӗ. Тутарстанран та пурри уйрăмах хавхалантарать. Вӗсен продукцийӗпе ытти регионсем те кăмăлласах паллашрӗç. Кунта ытларах бизнеспа патшалăх управленийӗ валли шутласа кăларнă нейросетьсем, сывлăша вертолет евӗр çӗкленекен пилотсăр самолет, тимӗре хӗртсе сыпăнтаракан робот, Аврора операци системи, пурнăçри тӗрлӗ сферăри ӗçсене автоматизацилессипе программăпа аппарат комплексӗсем. 

ТР Раисӗ курава пӗтӗмпех пăхса çаврăнчӗ. Кашнин патӗнче пулмасан та нумайăшӗ умӗнче чарăнса тăрсах компани представителӗсене итлерӗ. Тутарстанрисем республика ертӳçинчен майпа усă курса тӗрев пама та ыйтрӗç. Перьм тăрăхӗнчи «Промобот» компани туса кăларнă робот та кăсăклантарчӗ. Вăл çынпа калаçăва кӗрсе кайса юрласа пама та, тӗрлӗ усăллă информаци пӗлтерме те пултарать. Хӗрарăмсене робот килти ӗçе тума пулăшма пултарни интереслентерчӗ. 

— Эпир ăна савăт-сапа çутарма вӗрентесшӗнччӗ те, килӗшмест. Хăвăр çăвăр, эп луччӗ юрласа парап тесе хуравларӗ, — шӳтлерӗ компани представителӗ. Республика ертӳçи кăсăклансах паллашрӗ унпа. ШӖМ управленийӗн Çул-йӗр службин патрулӗ валли хатӗрленӗ искусствăлла интеллект программиллӗ мотоцикл та кăсăклантарчӗ. Нумай çӗннине курма пулчӗ куравра. 

Паллах, курава илсе килнӗ экспонатсем нумайăшӗ сериллӗ производствăна кайман-ха. Ун валли нумай укçа-тенкӗ кирлӗ. Курав пулас инвесторсене тупма май панипе интереслӗ компанисемшӗн, çавăншăнах килеççӗ те. Çырчаллинчи «КамАЗ» шайӗнче кăларакан «Атом» электромобиле тӗслӗхе илер. Кашни çул ăна курава килсе лартатчӗç. Потенциаллă инвесторсем ăна куçпа курса, ларса пăхма та пултарчӗç. Кăçал автомобиле экран çинче кăна курма пулчӗ. Мӗншӗн тесен ăна асăрханă ӗнтӗ. Илес текенсен черечӗ те йӗркеленнӗ, кӗçех электромобилӗн сериллӗ производстви хута каймалла. 

Чи пысăк экспонат шутӗнче газ пăрăхӗсене сăнаса тӗрӗслесе тăракан космос установкин макечӗ пулчӗ. «Газпром космические системы» наукăпа техника канашӗн секретарӗн Владимир Лазутинăн сăмахӗпе, çак аппарат уçлăхран газ пăрăхӗ çинчи 1,5 миллиметрлă шăтăка та асăрхама пултарать. Ăна пӗтӗмпех хамăр çӗршывăн материалӗсемпе тунă. Установкăна 2027-2028 çулсенче «Байконуртан» уçлăха яма планланă.

Автор тата ВӗВасильев сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика