Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«KazanForum» халăхсен хушшинчи экономика форумне 103 çӗршывран 10 пин ытла çын килме тунă

Форумăн тӗп темине хальхинче цифровизаципе çыхăнтарнă. Темăсем нумай, цифровизаци вара кашни сферăшăн, еншӗн актуаллă. Мӗншӗн тесен самана çӗнӗлле, ИТ-технологисене тӗпе хурса ӗçлеме хистет, искусствăлла интеллект та анлăрах кӗрсе пырать мӗнпур çӗре.

Майăн 13-18-мӗшӗсенче Хусанта «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum»  халăхсен хушшинчи экономика форумӗ иртет. Кăçал мероприятие 103 çӗршывран 10 пин ытла çын регистрациленнӗ. Форумăн тӗп темине хальхинче цифровизаципе çыхăнтарнă, туллин каласан çапла илтӗнет – «Цифровизаци: çӗнӗ чăнлăх тата ӗçлӗ çыхăнусене анлăлатассипе хушма майсем». Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина пӗлтерчӗ. Спикерсен шутӗнче ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, ТР строительство, архитектура тата коммуналлă кил-çурт хуçалăх министрӗ Марат Айзатуллин, «Спортпа социаллă проектсен дирекцийӗ» коммерцилле мар организацин генеральнăй директорӗ Максим Денисов пулчӗç.  

Тутарстанăн Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина палăртнă тăрăх, экономика форумӗнче темиçе теçетке сесси ӗçӗсем, ларусем, çавра сӗтелсем иртеççӗ. Темăсем нумай, цифровизаци вара кашни сферăшăн, еншӗн актуаллă. Мӗншӗн тесен самана çӗнӗлле, ИТ-технологисене тӗпе хурса ӗçлеме хистет, искусствăлла интеллект та анлăрах кӗрсе пырать мӗнпур çӗре. Çавăнпа форум темине цифровизаципе çыхăнтарнă та, вăл пурне те тивӗçтерет.

Пӗлтерӗшлӗ мероприятисен шутӗнче «Халяль» стандарчӗпе Тутарстан комитетне аккредитаци иртнине çирӗплетекен сертификат пани. Асăннă ведомствона çак хаклă хута Малайзин ислам аталанăвӗн департаменчӗ парӗ. Талия Минуллина сăмахӗпе, хальхи вăхăтра «Халяль» стандарчӗпе Тутарстан комитечӗ тӗнчери 17 çӗршывра сертификаци иртет. «Ку вăл халяль продукцийӗпе ӗçлекен производительсемшӗн рынока тухмалли алăк пулса тăрать. Малашне пирӗн комитет урлă çак сертификата илме пулӗ. Ку вăл никӗс инфраструктури, ăна эпир форум пулăшнипе пурнăçлаятпăр», – терӗ Агентство ертӳçи.

Калас пулать, халяль продукцийӗпе «Казань» агропромышленность комплексра паллашма май пулӗ. Майăн 13-17-мӗшӗсенче иртекен ярмаркка та форум программине кӗнӗ. Çакăнта 10 çӗршывăн 150 компанийӗн продукцине астивме, туянма пулӗ. Çавсен шутӗнче Раççейӗн 16 субьекчӗпе Турци, Иран, Пакистан, Казахстан, Инди, Кăркăсстан, Сенегал, Афганистан, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсен компанийӗсем. «Пирӗн тӗллев çак площадкăпа (экономика форумӗ пирки. -Авт.) куравсемпе ярмарккасем валли кăна усă курассинчен тупăшлă контрактсем çине куçасси», – терӗ Талия Минуллина.  

KazanForum» экономика форумӗнче пӗрле ӗçлес енӗпе пӗтӗмпе 99 килӗшӳ хатӗрлесе хунă. Çавсенчен пӗрре виççӗмӗш пайӗ Тутарстанăн, ытларах пайӗ цифровизаципе çыхăннă. Иннополис, ТР Наукăсен академийӗ, Хусан федераллă университечӗ, Хусан патшалăх медицина университечӗ, Энергетика университечӗ вӗрентӳпе практика ӗçне çӗнӗ технологисем кӗртессипе ют çӗршывсемпе килӗшӳсем тума палăртнă.  Унсăр пуçне ытти çӗршывсем те Хусанта ӗçлӗ килӗшӳсем тăвӗç. Талия Минуллина шучӗпе, ку республикăн шайне самай çӗклет. «Эпир паян ытти çӗршывсем те Хусан форумне ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелемелли площадка пек усă курма тытăннин шайне тухрăмăр, – терӗ вăл çитӗнӗве палăртса. – Пирӗн патра Раççейпе Эмиратсен ӗçлӗ канашӗ Раççейпе Азербайджан ӗçлӗ канашӗпе килӗшӳ тăвӗ, Евразипе Африка халăхӗсен ассамблейин генеральнăй секретарӗ Арабсен Магриба союзӗпе тата ыттисем».

Талия Минуллина палăртнă тăрăх, миллиардсемлӗ долларлă килӗшӳсем те пур вӗсен хушшинче.

Сумлă хăнасем те йышлă килмелле форума. Çавсен хушшинче Малайзин Премьер-министрӗ Анвар Ибрагим, Туркменистанăн наци лидерӗ Гурбангулы Бердымухамедов, Азербайджан, Узбекистан, Афганистан çӗршывӗсен Премьер-министрӗсен çумӗсем.

Ирада Аюпова форумăн культура программипе паллаштарчӗ. Яланхи пекех вăл анлă. Чи пӗлтерӗшлисен шутӗнче Ислам çӗршывӗсен организацийӗн культура министрӗсен пленарлă ларăвӗ. Унта 17 çӗршывран асăннă ведомствосен пуçлăхӗсем килесси паллă. Ку мероприяти Хусан Ратушинче майăн 15-мӗшӗнче иртет. Унта РФ культура министрӗ Ольга Любимова килме тунă. Тепӗр интереслӗ мероприяти вăл – Modest fashion мода кăтартăвӗ. Кунта ислам тӗнчекурăмне тивӗçтерекен дизайнерсем хăйсен пултарулăхӗпе паллаштараççӗ. Ку мероприятие «Корстон» хăна çурчӗпе суту-илӳ тата кану комплексӗнче майăн 14-мӗшӗнче пулчӗ. Унсăр пуçне форум хăнисем Хусанти музейсене, Свияжск утрав-хулана, Аслă Пăлхар хулине çитсе килме пултараççӗ.  

Ирина ТРИФОНОВА.

Марсель Бадыкшин сăнӳкерчӗкӗсем.  

     

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: KazanForum 2025