Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кун пек çанталăкра юр майпен ирӗлет

Çитес кунсенче Тутарстанра çанталăк +6 градус таран ăшăтать. Талăкри вăтам температура норминчен 3-4 градус ăшăрах ку. ТР Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тăрăх, мартăн 15-17-мӗшӗсенче юр çумасть, çил кăнтăр хӗвел анăçран çеккунтра 15 метр хăвăртлăхпа вӗрет.

Мартăн 16-мӗшӗнче Хусанта кăнтăрла +3, +5, çӗрле -3, -5 градус пулать. Синоптиксем кун пек çанталăк юра майпен ирӗлтернине калаççӗ. Мартăн 18-19-мӗшӗсенче республикăра вырăн-вырăнпа юр çăвать, çӗрле — 3, — 8, (айлăм вырăнсенче — 11 таранах), кăнтăрла +1 пуçласа +6 таран пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев