Сувар

г. Казань

18+
Саламлатпăр!

Любовь Григорьевна ПЛОТНИКОВА 60 çул тултарчӗ

Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнче пурăнакан, вырăнти шкулта 38 çул ырми-канми ӗçлекен хисеплӗ вӗрентекен Любовь Григорьевна ПЛОТНИКОВА январӗн 7-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ.

Хаклă та юратнă мăшăра, аннене, аппана юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, тулли телей, иксӗлми вăй-хал, тулăх пурнăç, хавхалану, мӗнпур ыррине сунатпăр. Юратнă ӗçӳ яланах савăнтартăр, ăнăçу пӗрмай санпа пӗрле пултăр. Шухăшланă ӗмӗтӳсем пурнăçа кӗрсех пыччăр. Тавах сана пирӗншӗн сарă хӗвел пек пулнăшăн, пире хăвăн юратăвупа ăшăтса, хавхалантарса, пулăшса тăнăшăн. Эпир сана çав тери хытă юрататпăр!

Хисеплетпӗр сана, юрататпăр,

Юбилей ячӗпе саламлатпăр!

Кил-йышра юрату хуçалантăр, 

Ăнăçу, килӗшӳ савăнтартăр.

Çулсем иртни ан кӳтӗр тунсăх,

Вăй-халу пултăр иксӗлми. 

Сана сунатпăр ырлăх-сывлăх

Тата телей ытам тулли!

Мăшăрӗ, 3 хӗрӗ, йăмăкӗсем, тăванӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев