Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Мăнаçланатпăр санпа, Алеша!

Мускаври Хӗрлӗ тӳремре Аслă Çӗнтерӗвӗн 73 çулне халалланă çар парачӗ хальхинче те калама çук чаплă иртрӗ. Пин-пин салтакпа курсант, çар техники хутшăнса Раççей мăнаçлă держава пулнине тепӗр хут кăтартрӗ. Çӗнтерӳ ялавне илсе тухни чи хумхануллă самант пуль. Çав вăхăтра пӗтӗм тӗнче сывлама чарăннăн туйăнать. Уйрăмах палăртма кăмăллă, Çӗнтерӳ ялавне пӗлтӗрхи...

Мускаври Хӗрлӗ тӳремре Аслă Çӗнтерӗвӗн 73 çулне халалланă çар парачӗ хальхинче те калама çук чаплă иртрӗ. Пин-пин салтакпа курсант, çар техники хутшăнса Раççей мăнаçлă держава пулнине тепӗр хут кăтартрӗ.

Çӗнтерӳ ялавне илсе тухни чи хумхануллă самант пуль. Çав вăхăтра пӗтӗм тӗнче сывлама чарăннăн туйăнать. Уйрăмах палăртма кăмăллă, Çӗнтерӳ ялавне пӗлтӗрхи пекех кăçал та Хӗрлӗ тӳреме пирӗн ентеш, Анат Кама каччи, кӗçӗн сержант Алексей Фокеев йăтса тухрӗ. Маттур, мăнаçланатпăр санпа, Алеша!

Тепӗр икӗ çултан Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çулхи юбилейӗ. Çак паллă куна Тутарстан халех хатӗрленме пуçларӗ. 1941-1945 çулсенче пурнăçа шеллемесӗр пире ирклӗх парнеленӗ пӗр салтак, пӗр çын та манăçма тивӗç мар.

1945 çулхине Мускавра Хӗрлӗ тӳремре Аслă Çӗнтерӳ парадне Тутарстан чăвашӗсем те хутшăнни иккӗлентермест, çак çынсем çинчен тӗплӗнрех пӗлтерме вулакансем пулăшасса шанатпăр.1945 çулхи парада хутшăннă тăванăрсем пулсан, вӗсем çинчен «Сувар» хаçата ярса пама ыйтатпăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев