Марат Хуснуллин: «Раҫҫейре пирӗн вӑйлӑ команда ӗҫлет»
Хусанти экономика форумӗн пленарлӑ ларӑвӗн тӗп теми ку ҫулта - «Карттӑ ҫинчи точкӑсенчен ӳсӗм енне: технологисемпе финанс пуҫарӑвӗсене пӗрлештересси». Спикерсем, вӗсен шутӗнче Узбекистан, Азербайджан, Таджикистан, Египет, ытти ҫӗршывсен представителӗсем пӗр шухӑшлӑн регионсен хушшинче пӗрлехи проектсем, нумай вӑхӑта тӑсӑлакан проектсем, уйрӑмах строительство енӗпе кирлине палӑртрӗҫ. Пурте тенӗ пек хӑйсен регион экономикине ӳсӗмлӗ тесе шантарчӗ.
"Казань Экспора" ку вӑхӑтра XVII KazanForum халӑхсен хушшинчи форумӑн пленарлӑ ларӑвӗ пырать.

Спикерсен шутӗнче РФ Правительство Председателӗн ҫумӗ Марат Хуснуллин, ТР Раисӗ Рустам Минниханов, Таджикистан Премьер-министрӗ Кохир Расулзода, ОИС генеральнӑй директорӗн политика ыйтӑвӗсен енӗпе ҫумӗ Юсеф Аль Добай, Узбекистан Республикин Премьер-министрӗн ҫумӗ Жамшид Ходжаев, Азербайджан Республикин Премьер-министр ҫумӗ Шахин Абдулла оглы Мустафаев тата ытти ҫӗршывсен представителӗсем.
Марат Хуснуллин Раҫҫейре строительство енӗпе пыракан ӗҫсемпе туллин паллаштарчӗ. Пуҫарнӑ проектсемпе тунӑ ҫитӗнӳсем пирки каласа ку команда ӗҫӗ пулнине палӑртрӗ. "Раҫҫейре пирӗн вӑйлӑ команда йӗркеленнӗ. Ӑна РФ Президенчӗ Владимир Путин ертсе пырать. Кашни регион, вӗсем пирӗн 89, ертӳҫисем кӗреҫҫӗ унта. Эпир кашни кӗҫнерникун канашлу ирттерсе регионсенче пыракан ӗҫсене сӳтсе яватпӑр. 2030 ҫул тӗлне эпир хамӑр ума стратегилле задача лартрӑмӑр - яллӑ территорисенчи пурнӑҫ шайне 30 процент, 2036 ҫул тӗлне 60 процент таран ӳстерме. Тӗп вырӑнта пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви, социаллӑ объектсен тӗпрен юсавӗ. Тата ҫакна та палӑртса хӑварас килет, тӗп инвестор ку облаҫра ҫынсем хӑйсем. Ҫуллен вӗсем строительство секторне 16 триллион чухлӗ инвестици хываҫҫӗ", - терӗ Марат Хуснуллин.

Рустам Минниханов KazanForum Раҫҫейпе мӑсӑльман патшалӑхсен хутшӑнӑвӗсен тӗп площадки пулнине палӑртрӗ.
"Тутарстаншӑн кашни ҫул ҫакӑн чухлӗ хӑна - ют ҫершывран килекен туссене кӗтсе илесси пысӑк чыс. Ку ҫул пирӗншӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Хусан - Ислам тӗнчин культура тӗп хули пулчӗ. Пысӑк тав Раҫҫей ертӳҫине Владимир Путина, сире, Марат Шакирзянович пире ҫак мероприятие ирттерме тӗрев панӑшӑн", - терӗ Рустам Минниханов.
Сӑнӳкерчӗксем kazanforum.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев