Мӗнле утарҫӑн чӗри чӑтайтӑр ҫакна?
Ҫак видео "Ватсапп" урлӑ пирӗн редакцине те ҫитрӗ. Анчах та унта нормативлӑ мар лексика пулнипе эпир ӑна кӑтартаймастпӑр.
1928-мĕш çулта Канаш районӗнчи Сиккасси ялĕнче халăх пухăвĕ иртнĕ. Çав пухура протокол çырнă. Протокол çине Маяк ялне пурăнма куçма çĕр уйăрасси пирки пулнă. Сиккасси ялĕнчен уйрăлса тухас текенсем çав каçах çĕр ыйтса заявлении çырнă. 1928-1929-мĕш çулсенче Маяк ялне 6 çемье куçса килсе хĕл каçнă. Сиккассинчен куçса килнисен Маяк çĕрĕпе усă курнăшăн 3 çул хушши налук тÿлемелле пулман. Тыр-пул туса илессипе тухăçлă ĕçлесе кунти "Сунтал" колхоз малти вырăнсенче пынă.
1991 ҫултанпа Маяк ялӗнче Владимир Малов фермер ӗҫне хутласа ярать. Ҫĕр улми лартса ÿстернисĕр пуçне хурт-хăмăр та тытать. Маловсен ҫемйинче пыл хурчӗсемпе аслашшӗсемех аппаланнӑ. Вӗсем вӗллесене те алӑ вӗҫҫӗн чӑрӑш хӑмисенчен тунӑ. Хӑйсене валли кӑна мар, ытти утарҫӑсене сутма та. Лайӑх ҫулсенче утарти ҫемьесен шучӗ ҫӗртен те иртет. Пыллӑ культурӑсене Маловсем хӑйсем те акаҫҫӗ: фацели, синяк, донник. Вӗсем те вӗлле хурчӗн ҫемйи пекех, шав ӗҫре. Ял уявӗсенче вара фермерсен пылӗпе кӑрчами хисепре.
Пыл хурчӗсем йышлӑн вилнин проблеми чӑваш фермерӗсене те пӑшӑрхантарать. Анчах та ӗҫ-пуҫ ҫакӑн пек килсе тухасса вӗсем пачах та кӗтмен. Маяк ялӗн ҫывӑхӗнче Маловсен ҫӗрӗсем кӑна мар, ытти аграрисем те тыр-пул туса илеҫҫӗ. Тухӑҫлӑ рапс акакан та пур.
Ҫак культурӑн вӑрлӑхӗсем хаклӑ пулни те хресченсене унпа аппаланма хистет. Анчах та рапсӑн тӑшманӗсем нумай. Сиенлӗ ӳсен-тӑрансӑр пуҫне хурт-кӑпшанкӑ та унӑн чечекӗсене ҫиет. Ҫавӑнпа та агрономсем рапса нумай наркӑмӑшлӑ имҫампа, гербицидпа саптараҫҫӗ. Шӑпах ҫеҫке сарнӑ вӑхӑтра.
Вӗлле хуртне пыллӑ чечек сине вӗҫме чараймастӑн. Вӑл наркӑмӑша пур чухне те туймасть. Имҫамлӑ сӗткене вӗллене илсе кӗрет. Ҫакна пула унта ӗҫлекен хуртсем наркӑмӑшланса вилеҫҫӗ. Рапс чечекӗнчен вӗллесем эрне ытларах пыл илеҫҫӗ. Анчах нумай чухне культурӑна имҫамлаҫси те шӑп ҫак вӑхӑта килет. Ӗҫлӗ ҫынсене асӑрхаттарни те хӑш чух усӑсӑр.
Нумай пулмасть юнашарти рапс хирӗсене сапнине пӗлсен Маловсем ирех вӑйлӑ ҫемйеллӗ вӗллисен летокӗсене хупаҫҫӗ, хуртсем ан вӗҫчӗр тесе. Анчах та шӑрӑх ҫанталӑка пула хуртсем вӗллесенче пиҫсе вилеҫҫӗ, карасӗ ирӗлнипе сотысенчи пылӗ юхса анать. Шыв хурса пани те шалти температурӑна чакарма пулӑшаймасть. Сулхӑнра +25 градус пулсан хуртсене хӑтарма хӗн, шӑна пек тӑкӑнаҫҫӗ. Утартан хире вӗҫнӗ хуртсем наркӑмӑшлӑ пыл илсе таврӑнса вӗлернӗ вӗллерисене. Пысӑк ӗҫ харама кайнӑ.
Пыл хурчӗсене ачана пӑхнӑ пек пӑхакан мӗнле утарҫӑн чӗри чӑтайтӑр ҫакна? Сергей Малов та утарӗнчи инкеке телефон ҫине ӳкерсе илет. Владимир пуҫлӑхсем унӑн тӑхтама тархасланине илтеменшӗн кулянса вилнӗ хуртсене кӑтартать. Ҫак видео "Ватсапп" урлӑ приӗн редакцине те ҫитрӗ. Анчах та унта нормативлӑ мар лексика пулнипе эпир ӑна кӑтартаймастпӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев