Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Мототехникăпа аварие лекнисен шучӗ пӗлтӗрхинчен иртсе кайнă

Мотоцикл, скутер, питбайксемпе çыхăннă аварисен проблеми пирӗн республикăн кăна мар, çӗршывăн. Паллă ӗнтӗ, автоинспекци хăй кăна татса параймасть ку ыйтăва. Тутарстанра та статистика савăнмаллиех мар, çулталăк пуçланнăранпа мототранспортпа çыхăннă 70 авари пулнă, вӗсенче 5 çын вилнӗ, 19-шӗ йывăр аманнă. Пӗлтӗр çак вăхăтра мототранспорт водителӗ вилнӗ пӗр тӗслӗх те пулман. Кун çинчен ТР Патшалăх автоинспекци управленийӗн çумӗ Айрат Самигуллин паян «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.

Мототранспортсем çул-йӗр инкекне лекнӗ тӗслӗхсем йышланнин сăлтавӗсене автоинспектор республика çулӗсем çинче мотоцикл, питбайксемпе скутерсен шучӗ ӳснипе тата мотоциклистсем хăвăртлăха пăхăнманнипе çыхăнтарчӗ. Питбайк ачисен пурнăçӗшӗн мӗнле хăрушлăх кăларса тăратнине ашшӗ-амăшӗ тепӗр чух шутламасть те. Ачисене лайăх вӗренме хистесе, çынран ан юлтăр е тата телефонра ан лартăр тесе туянса парать. Шлем туяннисӗр пуçне хăрушсăрлăх мерисем пирки аса та илмест. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăра мототранспортпа çыхăннă аварисенче 16 çула çитмен пӗр ача вилнӗ, 14-шӗ аманнă.
— Ашшӗ-амăшӗ питбайк валли укçа тупать, мотошкул, инструктор валли вара хӗрхенет, — терӗ «Safarmotors» –мотошкул инструкторӗ Ильшат Сафаров проблема ăçтан пуçланнине палăртса. Хăй патне мотошкула çӳрекен ачасенчен аварисенче хытă аманнисем те, вилнисем те çуккине каларӗ, мӗншӗн тесен питбайк автоçулсем çинче çӳремелли транспорт маррине, спорт хатӗрӗ кăна пулнине, çулсем çинче мӗн тума юранипе юраманнине ăнлантараççӗ вӗсем. Ашшӗ-амăшӗсене мотоспортпа кăсăкланакан ачисене мотошкулсене пама сӗнчӗ вăл.
«Mototarin» мотоклуб представителӗ Арсен Ганиев сăмахӗпе, пулас мотоводительсемпе паянах ӗçлеме тытăнмалла пирӗн. Вӗсем ку енӗпе ачасене ăнланмалла анимацисемпе комиксем ӳкереççӗ. Кун пек мел тепӗр чух сăмахпа каланинчен те витӗмлӗрех. «Safarmotors» –мотошкулăн та кун пек шок-контент пур. Тӗслӗхрен, шлемпа пăчă текенсене леш тӗнчере сивӗ пулнине аса илтереççӗ.
 Айрат Симигуллин сăмахӗпе, инкексен тепӗр сăлтавӗ вăл — руль умне ӳсӗрле ларни. Çулталăк пуçланнăранпа автоинспекторсем 133 мотоциклиста тытса чарнă. Пӗлтӗрхинчен виçӗ хут нумайрах ку. Водитель прависӗр ярăнакан 283 мотциклиста тытса чарнă, тепӗр 16-шӗн правине туртса илме тивнӗ.
Экипировка мӗнле лайăх пулсан та, çул-йӗр правилисене пăхăнмасан пурнăçа сыхласа хăвараймасть. Республикăн клиника больницин травматологи центрӗн приемнăй уйрăмӗн заведующийӗ Денис Пыжиков çакна хăйӗн статистикипе çирӗплетрӗ. Аварие лексе аманнисенчен 50 проценчӗ ӗмӗрлех инвалид пулса юлать-мӗн. Мӗншӗн тесен мотоциклист нумай чухне пуçран аманать е çурăм шăммине хуçать. Кун пек суран пӗр йӗрсӗр иртмест, нихăçан та. Аманнисенчен пурӗ те 10 проценчӗ кăна сывалайнине те асăнчӗ вăл.
Пресс-конференцие килнӗ спикерсем пӗр саслăн тенӗ пек граждансене, уйрăмах ашшӗ-амăшӗсене, ачисене питбайк илсе памалла маррине каларӗç, мӗншӗн тесен тетте вырăнне йышăнса ачисемшӗн ытла та пысăк хака ларма пултарать вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество