Мурманск чăвашӗсене Тутарстан пики Дина Агеева ертсе пырать
Нумай пулмасть кăна регистрациленнӗ «Мурманск хулин вырăнти чăвашсен наципе культура автономийӗ» обществăлла организацие ертсе пымашкăн Мурманскри 9-мӗш шкулта тăрăшакан пӗрремӗш категориллӗ психолога Дина Ивановна Агеевăна палăртнă.
Июлӗн 6-мӗшӗнче Мускавра Пӗтӗм Раççей Акатуйӗн витӗмӗпе Раççей Çарӗн театрӗнче Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономи канашӗн ларăвӗ те иртрӗ. Ăна автономин председателӗ Николай Федорович Гаврилов ертсе пычӗ. Ларăва хутшăннисем пӗр саслăн Мурманск хулинчи чăвашсен пӗрлешӗвне Федераллă наципе культура автономийӗн йышне илчӗç. «Мурманск хулин вырăнти чăвашсен наципе культура автономийӗ» обществăлла организацие 2025 çулхи июнӗн 5-мӗшӗнче регистрациленӗ.
Тӗрӗссипе, Мурманск чăвашӗсем хăйсен пӗрлешӗвне 1989 çултах йӗркеленӗ-ха, тăтăшах пӗрле пуçтарăннă. Пӗрремӗш официаллă организацие 1995 çулхи февралӗн 8-мӗшӗнче регистрациленӗ кунранах регионта чи хастаррисен шутне кӗнӗ. Председательне (ун чухне çак йӗркесен авторӗ пулнă. – Ред.) 2004 – 2012 çулсенче Мурманск облаçӗн Правительство çумӗнчи Национальноçсен ӗçӗсем енӗпе консультаци канашӗн председательне, 2014 – 2016 çулсенче Мурманск облаçӗн Думинчен регионăн Обществăлла палатин пайташне суйланнă.
Нумай пулмасть кăна регистрациленнӗ «Мурманск хулин вырăнти чăвашсен наципе культура автономийӗ» обществăлла организацие ертсе пымашкăн Мурманскри 9-мӗш шкулта тăрăшакан пӗрремӗш категориллӗ психолога Дина Ивановна Агеевăна палăртнă.
Дина Ивановна Агеева (хӗр чухнехи хушамачӗ Каража. –Ред.) Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче ӳснӗ. Шупашкарта аслă пӗлӳ илнӗ. Мăшăрӗ – Шупашкар каччи Никита Олегович Агеев, çар çынни.
Дина Агеева 2014 çултанпа Мурманск хулинче пурăнать. Кольск çурутравне килнӗ пӗрремӗш кунсенченех регионти культурăпа общество ӗçне пуçăнчӗ. «Чăваш Ен» Чăваш культура обществин йышне кӗчӗ, 2018 çултанпа председатель çумӗ. Мурманск облаçӗн Шалти политика тата Информаци политикин министерствисен çумӗнче йӗркеленнӗ Обществăлла канашăн председателӗн çумӗ, Мурманск облаçӗн Туслăх Çурчӗн ӗçне хастар хутшăнаканӗ те вăл.
Кунсăр пуçне тата ăста юрăç. Пӗтӗм Раççейри чăваш эстрада юррин «Кӗмӗл сасă» XVI фестивалӗн призерӗ, «Москва – Транзит – Мурманск» Эстрада искусствин халăхсен хушшинчи фестивалӗн лауреачӗ. 12 çул ытла «Акатуй» ансамбле ертсе пырать.
Дина Ивановна хăйех юрă çырать, юрлать те. Пӗрремӗш юррине вăл 2017 çулта Кольск Заполярьере çырнă. Юррисен никӗсӗнче чăваш йăли, çемье, тăванлăх, тăван ен, туслăхпа юрату çинчен. Вӗсене чăваш радиовӗпе итлеме пулать. Сăмахӗсен илемӗпе тарăн шухăшне «Çӗнӗ ятсем уçатпăр. Открываем новые имена» çамрăк авторсен IX халăхсен хушшинчи литература конкурсӗнче призлă вырăн парса палăртрӗç.
Дина Агеевăн пултарулăхӗнче ал ӗç те паллă вырăн йышăнать. Пуçа тăхăнмалли чăваш эрешӗсем, хӗрарăм сумкисем, тӗрленӗ, çыхнă япалисем наци культурисен фестивалӗсенче чăваш культурипе паллаштараççӗ.
Д.И.Агеевăн ӗçӗн тепӗр юхăмӗ – проект ӗçӗ. 2019 çултанпа вăл чăваш пӗрлешӗвне çӳрекенсемпе пӗрле Мурманск облаçӗнчи Шалти политика министерстви тӗрев паракан регион шайӗнчи проектсене йӗркелекен командăра тăрать.
Тин кăна регистрациленнӗ «Мурманск хулин вырăнти чăвашсен наципе культура автономийӗ» обществăлла организаципе унăн командине çӗнӗ çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Санкт-Петербург.
Сăнӳкерчӗк. Д.Агееван «ВКонтактери» страницинчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев